Ҫак ятпа ӗнер, пушӑн 26-мӗшӗнче, Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ.
Ҫур ӗмӗре ҫитнӗ халӑх театрне тӗрлӗ тӳре-шара саламларӗ, актёрсене хисеп хучӗсемпе чыславрӗ. Шупашкарти ытти театрсем те юбилярсене саламлама ҫиртӗҫ — К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчен, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнчен, «Ҫӑлкуҫ» халӑх театрӗнчен, «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗнчен тата ыттисенчен.
И. Максимов-Кошкинский ячӗллӗ халӑх театрӗ Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче вырнаҫнӑ, унта пурӗ 30 ҫын ытла тӑрӑшать. Театра пуҫарса яраканӗ В. Ф. Горбунов. Труппӑра чи малтан Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче, хулари тӗрлӗ учрежденисенче вӑй хуракансем тата студентсем пулнӑ. Чи пӗрремӗш спектакле Мария Ухсайӑн «Ҫу, сумӑр, ҫу» пьеси тӑрӑх лартнӑ. Театра уҫнӑранпа вылякан актёрсенчен хӑшӗ-пӗри халӗ те унтах вӑй хураҫҫӗ.
Халӑх театрне ертсе пыракан Нина Трифоновна Панина ҫак лава 1973 ҫултанпа 45 ҫул хушши туртать ӗнтӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл И. Максимов-Кошкинский ячӗллӗ халӑх театрӗ пӗр ҫул та канманнине палӑртрӗ, малтанхи утӑмсем пирки каласа пачӗ.
Сӑнсем (104)