Нумаях пулмасть Пушкӑртстанри Пишпӳлек вулавӑшӗн чӑваш секторӗнче «Чӑваш халӑх пурнӑҫӗнчи «Урал сасси» хаҫатӑн пӗлтерӗшӗ» темӑпа «ҫавра сӗтел» иртнӗ. Унта Пишпӳлек районӗнчи чӑваш вулавӑшӗн ӗҫченӗсем‚ тӑван чӗлхе вӗрентекенсем‚ вырӑнти «Шурӑ хурӑн» халӑх фольклор ушкӑнне ҫӳрекенсем‚ «Ҫутӑ ҫул» район хаҫачӗн чӑваш дубляжӗн ӗҫченӗсем тата хаҫат вулакансем пухӑннӑ.
«Ҫавра сӗтеле» Пишпӳлек библиотекин Пушкӑртстан Республикинчи чӑваш халӑхӗпе ӗҫлекен секторӗн заведующийӗ Наталья Тарасова уҫнӑ. Вӑл кашни вулав ҫурчӗ «Урал сасси» хаҫата ҫырӑнса илсе ҫӗлесе пынине пӗлтернӗ. Чӑваш хаҫачӗ сентре ҫинче тусанланса выртмасть иккен‚ ӑна вулавҫӑсем ҫӗтӗлсе пӗтиччен тенӗ пекех алӑран ямаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Светлана Прокофьева автор "Урал сасси" хаҫатра пӗлтернӗ.
Наталья Петровна «ҫавра сӗтел» ӗҫне малалла тӑсса Пишпӳлек районӗнчи Чӑвашсен канашӗн ертӳҫине И.В. Никитина сӑмах панӑ.
— «Урал сасси» республикӑри чӑвашсен пурнӑҫӗпе‚ пултарулӑхӗпе паллаштарса тӑрать. Хамӑр тӑван чӗлхене‚ культурӑна‚ литературӑна аталантарас ӗҫре унӑн пӗлтерӗшӗ калама ҫук пысӑк. Ҫавӑнпа ӑна пурин те ҫырӑнса илмелле‚ вуламалла‚ — палӑртнӑ Иван Витальевич.
Ҫаплах вӑл общество хастарӗсене‚ вӗрентекенсемпе вулавӑш ӗҫченӗсене хаҫата халӑх хушшинче сарас ӗҫе активлӑрах хутшӑнма чӗнсе каланӑ.