Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи «Янра, юрӑ» ушкӑн юрӑҫи Марта Зайцева сцена ҫине тухнӑранпа 10 ҫул ҫитнӗ. Ҫав ятпа ӑна Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов ӗнер иртнӗ концертра чунтан саламлани пирки ЧНК пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева пӗлтерет. Конгресс ертӳҫи Мартӑна Чӑваш Патшалӑх Канашӗн тата ЧНКн Хисеп хучӗсемпе чысланӑ, конгресс ятне ялан ҫӳллӗ шайра тытма ырлӑх-сывлӑх суннӑ.
Чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров ертсе пыракан «Янра, юрӑ» ушкӑна лекнишӗн Турра тав тӑвать иккен вӑл. Ҫак ушкӑнра юрлани ӑна пысӑк сцена ҫине ҫул уҫнӑ тесе шутлать.
Марта Зайцева Тӑвай районӗнче 1985-мӗш ҫулта кун ҫути курнӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн филологи уйрӑмне пӗтерсе вӗрентекен дипломне алла илнӗ.