Малашне ипотека кредичӗн ставки 13% процент пулассине пӗлтернӗччӗ. Анчах РФ строительство министрӗ Михаил Мень ставка 12 процент таран анма пултарассине те пӗлтернӗ. Ку Раҫҫей Банкӗ ставкине пӗчӗклетсен ҫеҫ пулӗ.
Аса илтермешкӗн: Дмитрий Медведев ипотека кредичӗн ставкине пӗчӗклетни пирки пушӑн 13-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Михаил Мень каланӑ тӑрӑх, субсиди ставкине малашне пӗчӗклетни — арифметика задачи, ӑна пурнӑҫа кӗртсе пӑхмалла.
Унччен ипотека кредичӗн ставки 13% процент пулассине пӗлтернӗ чухне хӑш-пӗр япала пирки асӑнманччӗ. Кредита ҫӗнӗ, хута каякан ҫуртра хваттер туянакансене ҫеҫ параҫҫӗ. Ипотекӑна кӑҫалхи пушӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫитес ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗччен илмелле. Ӑна тенкӗпе ҫеҫ параҫҫӗ.
Мускав, Мускав облаҫӗнче, Питӗр тӑрӑхӗнчен пурӑнакансен туянмалли хваттерӗн 8 миллион тенкӗрен сахалрах тӑмалла мар. Ытти регионсенче — 3 миллион тенкӗ таран. Малтанхи тӳлев 20% сахал мар пулмалла. Ипотека кредитне 10 ҫултан ытлашши памаҫҫӗ.
Сӑмах май, кӑҫал кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче Чӑваш Енре ипотека кредичӗ илекенсен йышӗ 30% чакнӑ. Патшалӑх ипотека рынокне пулӑшмашкӑн 20 миллиард тенкӗ таран уйӑрма палӑртать.