Ananova информаци агентстви Кӑнтӑр Корейӑра ҫар ҫыннисемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах пирки пӗлтерет. Каҫхи вӗрентӳрен таврӑнакан корей танкисчӗ ҫынсем пурӑнакан вырӑн урлӑ каҫнӑ чухне руль умӗнче ҫывӑрса кайнӑ тет.
Ыйха юратакан (те ывӑннӑ-ха ӗнтӗ) пурӗ икӗ машина таптаса лапчӑтнӑ тет тата ҫул хӗрринчи икӗ йывӑр тиев машинине ҫӗмӗртнӗ тет. Танкӗ пӗр магазин ҫурчӗ умне пырса тӑрӑннӑ хыҫҫӑн ҫеҫ чарӑннӑ тет.
Пӑтӑрмах машинсемпе ҫурсене кӑна сиен кӳнӗ, танкиста шута илмесен урӑх ҫынсем аманман. Пӗр ҫынни хӑйӗн телейне кура ҫеҫ суранланман тет — танк гусеници ларан ҫын вырӑнӗ енне ҫӗмӗрсе кайнӑ. Пӑтӑрмаха лекнӗ танкист пуҫне ҫурнӑ тата кӑкӑрне амантнӑ — ӑна пульница ӑсатнӑ.
Хыпарҫӑ-агентство пӗлтернӗ тӑрӑх танкист магазин ҫурчӗ ҫумне пырса ҫапӑннӑ хыҫҫӑн ҫеҫ вӑраннӑ тет.