Украинӑри регионсене пулӑшас ыйтупа ӗҫлекен ӗҫ ушкӑнӗ эрнекун черетлӗ хутчен канашлӑва пухӑннӑ. Унта Украинӑри регионсене тата унтан ирӗксӗртен тухса тарнисене епле пулӑшмаллине сӳтсе явнӑ.
Канашлӑва республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин ертсе пынӑ. Ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвне ҫавӑн пекех вице-премьер, вӑлах сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗ те, Алла Самойлова хутшӑннӑ. Пысӑк шайри тӳре-шараран тата Федерацин миграци службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ Виталий Черничкин унта пулнӑ.
Украинӑран ирӗксӗртен тухса килнисем хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра 1357 ҫын иккен. Вӗсенчен 814-шӗ — вӑйпитисем, 170-шӗ — ӗҫлеме пултарайманнисем, шкул ҫулне ҫитмен ачасем — 167-ӗн, шкул ҫулӗнчисем — 206-ӑн. Хальтерех куҫса килнисене илсен, пӗр ушкӑн пушӑн 2-мӗшӗнче пирӗн тӑрӑха ҫитнӗ. Халӗ хайхисем кирлӗ хутсене хатӗрлеҫҫӗ иккен, яваплисем вара вӗсене пурӑнма май туса парассипе пуҫ ватаҫҫӗ. Шупашкарти ӗҫлӗх центрӗ, тӗслӗхрен, ӗҫе вырнаҫма 140 ваканси сӗннӗ. Пӗтӗмпе вара республикӑра Украина ҫыннисем валли 872 ӗҫ вырӑнӗ пур. Вӗсенчен 121 вакансине общежитире пурӑнмалли вырӑнпа пӗрлех сӗнеҫҫӗ.