Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Чӑваш Ен Элтеперӗ медиарейтингра вӗҫнелле вырнаҫнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 12.03.2015 19:50 | 1454 хут пӑхнӑ
Политика Игнатьев Михаил Васильевич
Игнатьев Михаил Васильевич

«Медиалогия» информаципе аналитика системи кашни уйӑхра тенӗ пекех медиатанлашӑм хатӗрлет — унта вӑл е ку облаҫпе республика ертӳҫин ӗҫне МИХсенче мӗнле ҫутатнине палӑртаҫҫӗ. Ку танлашӑм ҫавӑн пекех региион пуҫлӑхӗ Раҫҫейре мӗн шайӗнче палӑрнине те кӑтартать.

Шел те, Игнатьев Михаил Васильевич медиарейтингра яланхилле вӗҫнелле вырнаҫнӑ — нарӑс уйӑхӗнче ку 72 вырӑн (кӑрлдачринчен 1 вырӑн аяларах). Малти вырӑнсенче Сергей Собянин (Мускав), Сергей Аксенов (Крым), Нататья Комарова (Ханты-Манси автономи округӗ), Рустам Минниханов (Тутарстан) вырнаҫнӑ.

Атӑлҫи федераллӑ округӗнчи пуҫлӑхсене илсен те пирӗн Михаил Васильевич вӗҫӗнчен виҫҫӗмӗш. Унтан аяларах Ӗремпур облаҫӗн кӗпернаторӗ Юрий Берг тата Мари Эл Пуҫлӑхӗ Леонид Маркелов кӑна вырнаҫнӑ.

«Медиалогия» — хӑй тӗллӗн ӗҫлекен компьютер системи. Вӑл тӗрлӗ МИХсене тишкерет, персонӑна миҫе хут асӑннине пӗлет тата ӑна мӗнле хак панине. Пурӗ 21 пин ытла хаҫат-журнал, телеканал тишкерет вӑл. Тӗпченӗ чухне статья хӑш страницӑра вырнаҫнине, сюжет хӑш вӑхӑтра тухнине; статья калӑпӑшне; сӑнӳкерчӗк пуррипе ҫуккине; объект тӗп е иккӗмешле вырӑнта пулнине; объекта пуҫелӗкре асӑннине; тӳрӗ калаҫу пуррипе ҫуккине; ҫынна лайӑх е начал хакланине пӑхать. Ҫапла май танлашӑма хатӗрлет.

#танлашӑмсем, #Раҫҫейре, #политика, #Мускав, #Крым, #Тутарстан, #кӳршӗре, #Мари Эл, #Ӗремпур облаҫӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.mlg.ru/company/pr/3415/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем