Ӗнер наркотиксен саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекенсем хӑйсен 12-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ турӗҫ. Ҫав ятпа Федерацин наркотӗрӗслевӗн республикӑри управленийӗ савӑнӑҫлӑ канашлу ирттерчӗ.
Ӑна официаллӑ ирттерчӗҫ пулин те унта пухӑннисем тӳре-шара чӗлхипе калаҫма тӑрӑшмарӗҫ. Чӑваш Республикӑн Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Олег Мешков саккун кӑларакан ҫын пек мар, хӑй калашле, ашшӗ тата «йӗркеллӗ ҫӗршывра пурӑнма ӗмӗтленекен ҫын евӗр» калаҫрӗ. «Сирӗн служба мар-тӑк пирӗн ҫӗршывра епле лару-тӑру пуласси пирки шухӑшлама та хӑрамалла», — терӗ. Саламланӑ май вара вӑл чӑваш наркополицейскисене карьерӑра ӑнӑҫу сунчӗ, урӑх регионсенче те яваплӑ должноҫ йышӑнма сунчӗ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова та амӑшӗ евӗр пуплерӗ. «Эпӗ, икӗ ывӑл амӑшӗ пулнӑ май, сирӗн тытӑма пула эпир хамӑр ачамӑрсемшӗн лӑпкӑ туйнине палӑртасшӑн», — терӗ министерствӑра яваплӑ вырӑнта тӑрӑшакан хӗрарӑм.
Уявра тӗрлӗ шайри наградӑсем те самай пулчӗҫ.
Сӑнсем (13)