Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Трак ен хаҫачӗ 80 ҫулхи юбилейне уявланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 11.03.2015 15:31 | 996 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Пушӑн 6-мӗшӗнче «Ял пурнӑҫӗ» Краснорамейски район хаҫачӗн пӗрремӗш номерӗ тухнӑранпа 80 ҫул ҫитнине уявланӑ. «Колхозник» ятпа тухнӑ пӗрремӗш номер Ҫӗрпӳри типографире 1200 экземплярпа пичетленнӗ. 1938 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗнчен пуҫласа 1962 ҫулччен вӑл «Коммунизм ҫулӗпе» ятпа тухса тӑнӑ. 1966 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче «Ял пурнӑҫӗ» ятпа тухнӑ.

Хаҫат 80 ҫул хушши район пурнӑҫне тӗрлӗ енчен ҫутатма тӑрӑшать. Вӑрҫӑ ҫулӗсем, ял хуҫалӑхӗ йӗркеленни, перестройка… Йӑлтах хаҫат страницисенче ҫутатнӑ.

Район хаҫатӗнче журналистра ӗҫленӗ чылай ҫын каярах паллӑ ҫыравҫӑ, поэт пулса тӑнӑ е республика хаҫачӗсенче ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗсен йышӗнче — В.Харитонов, Г.Трофимов (Юмарт), Ю.Сементер, И.Степанов, Н.Дмитриев (Карай), Л.Семенов, Ф.Андреев.

Халӗ район хаҫӑчӗ чӑвашла эрнере икӗ хут тухса тӑрать. Шел те, юлашки вӑхӑтра унта вырӑсла статьясем те курӑнкалама пуҫларӗҫ. Министрсем панӑ интервьюсене чӑвашла куҫармасӑрах пичетлени пӗрре мар куҫ тӗлне пулчӗ. Тем тесен те, чӑваш хаҫачӗн йӑлтах чӑвашла тухса тӑмалла.

Хаҫата тӳре-шара саламлама килнӗ. ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ Светлана Каликова хаҫат коллективне «Чӑваш журналистикипе пичечӗн энциклопедийӗ» кӗнеке парнеленӗ.

Сӑнсем (6)

#юбилейсем, #Красноармейски районӗ, #хаҫатсем, #Ҫӗрпӳ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем