Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Спектакльпе кӗнеке 75 пиншӗн тупӑшаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 09.03.2015 14:57 | 995 хут пӑхнӑ
Культура

Литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине илме 2014 ҫулшӑн е спектакль, е кӗнеке тивӗҫме пултарать. Литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине парас енӗпе ӗҫлекен комисси ларӑвӗ иртнӗ. Конкурса комисси икӗ ӗҫе хутшӑнтарма йышӑннӑ. Пӗри – Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн Ф. Васильев кӗввипе лартнӑ «Сарпике» балечӗ, тепри – «Константин Иванов: жизнь, судьба, бессмертие» (библиографическая серия «Замечательные люди Чувашии») кӗнеке. Спектакле балетмейстер пулса Елена Лемешевская, дирижер пулса Ольга Нестерова лартнӑ, тӗп партисене Татьяна Альпидовская тата Айдар Хисамутдинов калӑпланӑ. Спектакле театр тӑратнӑ.Кӗнеке пирки каласан, унӑн авторӗ – И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата ют ҫӗршыв литературин кафедрин ертӳҫи Юрий Артемьев. Пичет кӑларӑмне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ тӑратнӑ.

Комисси пултарулӑх тата общество организацийӗсене, культура учрежденийӗсене, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсене, республикӑра пурӑнакансене ӗҫсене хаклама хутшӑнма чӗнет. Шухӑша ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ҫак адерспа ярса памалла: 428004, Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 17-мӗш ҫурт, 412-мӗш пӳлӗм. Ыйтса пӗлмелли телефон: 64-20-68. Электрон адрес ҫапла: kult1@cap.ru.

Премие тивӗҫсен 75 пин тенкӗ параҫҫӗ.

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем