Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Раҫҫейри кӑк халӑх чӗлхисене упраса хӑварас тата аталантарас ыйтусене сӳтсе яврӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.02.2010 14:38 | 1771 хут пӑхнӑ

Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Шупашкарта тӗрлӗ регионти обществӑллӑ пӗрлешӳсем Раҫҫей Федерацийӗнчи кӑк халӑх чӗлхисене упраса хӑварас тата вӗсене аталантарас ыйтусене сӳтсе явма пысӑк канашлӑва пухӑнчӗҫ. Пуху Чӑваш наци музейӗнче иртрӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен пухӑннӑ ҫынсене 2007 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче йышӑннӑ 309 №-лӗ федераллӑ саккун пӑшӑрхантарать — ытларах вӗсем ӑна сӳтсе яврӗҫ, ӑна хирӗҫлесе докладсем каларӗҫ. Тухса калакансем чылай пулчӗҫ. Тутарстанран килнӗ Сафиуллин Фандас Шакирович 309 №-лӗ саккунӑн кун-ҫулне уҫса пама тӑрӑшрӗ. Ҫак саккуна пурнӑҫлама тытӑнни те — сӑмахран, ППЭ-на тӑван чӗлхесемпе ирттерме чарни — ӑна пӑшӑрхантарни пирки пӗлтерчӗ. Патшалӑх тӑван чӗлхепе 1-4 классенче ҫеҫ вӗрентме сӗнет иккен (хальхи вӑхӑтра — 9-мӗш класчен), тата тӑван чӗлхесене вырӑс чӗлхипе вӗрентмелле имӗш. Ҫак йӗркесене пурнӑҫа кӗртме шухӑшлани ун шучӗпе (тӗрӗссипе, пухӑва хутшӑннӑ ҫынсен ытларахӑшӗ те ҫапла шутлать) Раҫҫейре вырӑс мар халӑхсене вырӑслатассипе ҫыхӑннӑ.

Регионаллӑ компонент шучӗпе малтан тӑван чӗлхене, тӑван халӑх историне тата культурине вӗрентнӗ пулсан, халӗ, ӑна пӑрахӑҫланӑ хыҫҫӑн ҫак предметсем хӑйсен саккунлӑх никӗсне ҫухатнӑ пек пулса тухать. Хуть те хӑҫан вӗсене саккуна пӑсаҫҫӗ тесе вӗрентӳ планӗнчен кӑларса пӑрахма пултараҫҫӗ. Фандас Шакирович 309-мӗш саккун хӑй те РФ-ри чылай саккунсене пӑсни пирки те каласа пачӗ — вӑл шутра Федерацийӗн Конституцине те хирӗҫлет.

Хӑйӗн сӑмахне Фандас Сафиуллин «Кашни чӗлхе халӑх пуянлӑхӗ ҫеҫ мар, Раҫҫей патшалӑхӗн пуянлӑхӗ те. Пӗр халӑх та иккӗмӗш сортлӑ халӑх пуласшӑн мар», — сӑмахсемпе вӗҫлерӗ. Ку сӑмахсене залра ларакансем алӑ ҫупсах йышӑнчӗҫ. Чӑн та, халӑхсене вырӑслантарса Раҫҫей патшалӑхӗ хӑйӗн пӗр пуянлӑхне ҫухатни пурне те курӑнмалла ӗнтӗ. Шел, те ҫав 309-мӗш саккуна йышӑнакансемшӗн ҫеҫ, чӗлхесен пуянлӑхӗн пахалӑхӗ ҫук.

Литфуллин Марат Вазыхович хӑйӗн докладӗнче 2009 ҫултанпа хатӗрлекен федераллӑ вӗрентӳ стандарчӗ пирки пӗлтерчӗ. Ӑна хатӗрлеме пурӗ 4 млрд. тенкӗ уйӑрнӑ иккен. Ӑна Европа шайӗнче хатӗрлеме шутланӑ. Анчах та Европӑра тӑван чӗлхепе ҫырма-вурама пӗлекенни вӗреннӗ ҫын шутланать пулсан, пирӗннисем ҫак стандарта хатӗрленӗ май вӗреннӗ ҫын шутне патшалӑх чӗлхине пӗлекене кӗртесшӗн иккен. Тепӗр майлӑ каласан вырӑс чӗлхине пӗлсен те ҫитет.

Испанирен килнӗ Эктор Алос Европӑри ларӑ-тӑру пирки каласа пачӗ — унти ӗҫсем епле пынипе паллаштарчӗ. Чӗлхене аталантарнӑ чухне фольклорпа мар, паянхи пурнӑҫ, ҫӗнни ҫине таянса ӗҫлемелле терӗ.

Анатолий Кипеч чӗлхе аталанӑвне хӑйне уйрӑм анчах пӑхмалла мар терӗ, ӑна экономикӑпа тата политикӑпа ҫыхӑнтарса пӑхмалла терӗ — вӗсем уйрӑмшарӑн аталанма пултараймаҫҫӗ терӗ. Пурте тенӗ пекех унпа килӗшрӗҫ.

Якутирен ҫитнӗ Шамаев Иван Ивановичӑн доклачӗ интереслӗ пулчӗ — вӑл пирӗн республикӑра пӗр кун ҫӳресе (Шупашкарти пӗр шкулта тата районти пӗр шкулта пулса курнӑ) мӗн курнипе мӗн илтни пирки каласа пачӗ. Республика хӑни пирӗн тӑван чӗлхе проблемине епле курни кӑсӑклӑ пулчӗ. Ют куҫпа ҫитменлӗхсем лайӑх палӑраҫҫӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ҫавӑн пекех пӗрлехи юхӑм пуҫарма сӗнчӗ — ҫакӑн пек тӗлпулусене яланах ирттермелле терӗ.

Канашлура тухса калакансем ытларах йывӑрлӑхсем пирки калаҫрӗҫ — вӗсем вара пурин те пӗрешкел тесен те йӑнӑш пулмӗ: халӑх йышӗ чакать; ачасем сахал ҫуралнине пула шкулсем хупӑнаҫҫӗ; ҫамрӑксем хулана куҫса каяҫҫӗ, яла таврӑнмаҫҫӗ; ялти пурнӑҫ йывӑрланса пыни. Ҫапах та ман шутпа, малалла аталанас шухӑша тытса пырас тесен лайӑх енсене те асӑнмалла. Михаил Николаевич Краснова пӳлни те мана килӗшсех каймарӗ — «лайӑххи пирки мар, йывӑрлӑхсем пирки каласа парӑр» тесе чарчӗҫ. Наци радиовне йӗркелени тата ытти лайӑх енсем пирки каламаллах — ытти регионсем валли вӑл тӗслӗх пултӑр. Вӗсен те пире валли тӗслӗх пек усӑ курмалли япаласем чылаях пулӗ. Сӑмахран, Мари Элти шкулсене хупассинчен ҫӑлса хӑварни — лайӑх тӗслӗх. Якутскра, Якутин тӗп хулинче, тӑван чӗлхепе вӗрентекен шкул шучӗ тӑваттӑ ытла (4 е 5 — ӑнлансах пӗтереймерӗм), пирӗн Шупашкарта вара пӗрре те ҫук. Унашкал тӗслӗхсемпе пирӗн паллашмаллах — вӗсене май килнӗ таран пурнӑҫа кӗртмелле. Аталанас шутлӑ пулсан.

Канашлура сӗнӳсем чылай пулчӗҫ. Чӗнсе каланисене ҫак сайтра вырнаҫтарӑпӑр — вӗсемпе паллашма май пулӗ.

Канашлӑва йӗркелекенсене пурте тенӗ пекех пысӑк тав сӑмахӗ каларӗҫ — лайӑх кӗтсе илни, кӑмӑллӑ калаҫни, ӗҫе тӗрӗс йӗркелени пурне те килӗшрӗ.

 

Канашлура пулнӑ, унти калаҫусене итлесе ларнӑ Николай Плотников.

 

Сӑнӳкерчӗксем кунта

#Тутарстан, #чӑваш чӗлхи, #конференцисем, #Чӑваш Ен, #Чӑваш наци музейӗ

 

Комментари:

2010.02.23 19:03
Аçтахар Плотников
Сăнӳкерчĕксем вырнаçтартăм.
halan // 1100.32.3048
2010.02.24 00:50
Зашел по ссылке из ЖЖ (http://halantul.livejournal.com/7409.html). Мне сказали, что Вы, Николай, приняли участие на форуме. К сожалению, чувашского не понимаю. Не ответите на несколько вопросов для якутян?
1. Кто организовал форум и почему он прошел в Чебоксарах?
2. Каковы цели форума?
3. Достигнуты ли они?
4. Судя по темам докладов, уровни поставленных на обсуждение вопросов были очень разными и касались хотя и одной темы (родного языка), но касались ее в разных плоскостях. Не охарактеризуете кратко наиболее запомнившиеся выступления?
5. Были ли приняты какие-то итоговые документы и где в общедоступных источниках с ними можно ознакомиться?
6. Собрались очень разные люди, было ли взаимопонимание и были ли попытки организовать координацию будущей деятельности?
7. Не думают ли организаторы о многоязычном сайте и почтовой рассылке форума? Возможна ли прямая интернет-трансляция будущего форума?
Махтал. Ответы можно прислать на halan@yandex.ru
2010.02.25 12:20
Аçтахар Плотников
Ответил у вас в блоге
2010.02.25 19:16
Аçтахар Плотников
https://sites.google.com/site/kanashlu/home/obrasenia - проекты обращений, резолюции и принятое постановление разместил пока тут.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем