Тутарстанри Рункӑри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта Пӑва районӗнчи шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хӑйсен черетлӗ ларӑвне пуҫтарӑннӑ. Ку ларӑва чӑваш литература классикӗ К.В. Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Чи малтанах учительсем ҫак шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Н. Сайкина ирттернӗ уҫӑ урокра пулнӑ. 8-мӗш класра вӗренекенсем «Константин Ивановпа Габдулла Тукай пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗнчи пӗрпеклӗхсемпе уйрӑмлӑхсем» темӑпа иртнӗ урока тӗплӗн хатӗрленнӗ-мӗн: поэтсем ҫинчен хӑтлавсем хатӗрленӗ, кӗнекесен выставкине йӗркеленӗ, сӑвӑсем пӑхмасӑр вӗреннӗ. «Уҫӑ урока ирттернӗ чух учителӗн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗ палӑрчӗ», — тесе ӗнентерет «Сувар» хаҫат.
«Туслӑ икӗ халӑхӑн пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ чаплӑ поэчӗсен шӑписем пӗрешкелех пулнӑ: сахал вӗреннӗ, вырӑс поэчӗсен хайлавӗсене куҫарнӑ, халӑх сӑмахлӑхне пухнӑ, революцие хутшӑннӑ, халӑхӑн асаплӑ пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ, авланман, пӗр чирпех чирленӗ, ҫамрӑкла вилнӗ, каярахпа иккӗшӗ те халӑх хисепне, юратӑвне тивӗҫнӗ...», — хыпарлать хаҫат.