Мускаври «Нагаткино» культура ҫуртӗнче Мускаври «Атӑл» чӑваш хорӗн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ.
Халӑх коллективне Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков саламланӑ. Вӑл «Атӑл» хор Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗ ирттерекен нихӑш мероприятирен те юлманнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа вӑл пултарулӑх ушкӑнне тав тунӑ, малашне те ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу суннӑ. Леонид Волков хор ертӳҫине Галина Никитинӑна та тав сӑмахӗ каланӑ, юбилей ячӗпе саламланӑ. Вӑл Галина Никитинӑна патшалӑх наградине илме тӑратмашкӑн сӗннине халӑх тӑвӑллӑн алӑ ҫупса ырланӑ.
«Атӑл» хора Пушкӑртстан халӑхӗн ентешлӗхӗ юрӑпа саламланӑ. Ҫавӑн пекех пултарулӑх ушкӑн тӗлӗшпе Мускаври чӑваш культурин обществин ертӳҫи Лира Смирнова та ырӑ сӑмах каланӑ.
Хора саламласа Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, 2-мӗш музыка шкулӗнче вӗреннӗ Сергей Давыдов юрӑ шӑрантарнӑ. Вӑл малтан ҫар оркестрне ертсе пынӑ, «Атӑл» хорта та юранӑ.
Пултарулӑх каҫӗ вӗҫӗнче «Атӑл» хор пухӑннисене икерчӗпе хӑналанӑ.
Сӑнсем (79)