Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шупашкарсем ку хутӗнче те вӑйлӑрах

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 12.02.2010 22:39 | 1701 хут пӑхнӑ
вӑйӑ саманчӗ
вӑйӑ саманчӗ

Иртнӗ шӑматкун, нарӑсӑн 6-мӗшӗнче, Тӑвай районӗн центрӗнче волейболистсен уявӗ пулчӗ. Ҫав кун спорткомплекспа Тӑвайри вӑтам шкулӑн спорт залӗсенче В.Г.Васильев кубокӗшӗн ҫивӗчрен те ҫивӗч ӑмӑртусем пычӗҫ. 9 команда таранах хутшӑнчӗ асӑну турнирне: Шупашкарти «Дорстройпа» «Старко», Вӑрнар, Канаш, Комсомольски, Куславкка районӗсен, Тӑвайри «Дорстрой», Тушкилпе Тӑрмӑш ҫамрӑкӗсем.

Ӑмӑртусене хутшӑнакансене район пуҫлӑхӗ Н.Иванов саламларӗ. Васильев кубокӗ волейбол спортне аталантарас, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлас енӗпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине, кӑҫалхипе 10-мӗш хут иртнине палӑртрӗ. Ҫавӑн пекех ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Г.Васильев, депутатсен районти Пухӑвӗн председателӗ Ю.Алексеев тата Тӑрмӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Разин сӑмах каларӗҫ.

Чӑваш Республикин патшалӑх гимнӗпе уҫрӗҫ турнира. Пирвайхи тӗл пулура Тӑвай районӗпе Тӑрмӑш ялӗн ветеранӗсем вылярӗҫ, малалла — ушкӑнсем ҫине пайланса.

Ҫурма финалта «Старко» Тӑвайри «Дорстройран», Шупашкарти «Дорстрой» тушкилсенчен ҫӑмӑллӑнах выляса илчӗҫ. 3-мӗш вырӑншӑн пыракан кӗрешӳре тӑвайсем тушкилсене 2:1 шутпа парӑнтарчӗҫ.

Финалта шупашкарсем тӗл пулчӗҫ. «Старкон» вӑйӑ каймарӗ, республикӑри «Дорстрой» вара хавхаланса вылярӗ, 2:0 шутпа ҫӗнтерсе кӑҫалхипе 4-мӗш хут Васильев кубокне тивӗҫрӗ.

Турнирта мала тухнисене, ҫавӑн пекех чи ӑста волейболистсене дипломсемпе медальсем тата парнесем парса хавхалантарнӑ. Турнир йӗркелӳҫисем Вячеслав Георгиевич Васильев ҫемйине те парнесем панӑ.

Спорткомплексра буфет йӗркеленӗ, волейболистсене вӗри апат ҫитернӗ.

#Тӑвай районӗ, #спорт, #Тӑрмӑш, #Тӑвай, #волейбол

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем