Сӗнтӗрвӑрри хулин ҫемье вулавӗн вулавӑшӗнче вырӑнти сӑвӑҫсен литературӑпа пултарулӑх занятийӗ иртнӗ. Вӑл «Добрые и интересные встречи» (чӑв. Ырӑ та кӑсӑклӑ тӗлпулусем) пӗрлӗх ӗҫӗн шутӗнче пулнӑ, тӗлпулусене хулари сӑвӑҫсем, ҫыравҫӑсем, ӳнерҫӗсем тата ытти пултарулӑх ӗҫченӗсем хутшӑнаҫҫӗ.
Вырӑнти вырӑсла ҫыракан сӑвӑҫсем вара нумай пулмасть «Чтобы слова стихами стать могли» (чӑв. Сӑмахсене сӑвва ҫавӑрма пултармалӑх) ятлӑ занятире тӗл пулнӑ. Унта вӗсем юлашки вӑхӑтра тупнӑ сӑмах ҫаврисемпе тата планӗсемпе паллаштарнӑ, хӑйсен ҫӗнӗ сӑввисене вуласа панӑ. Уйрӑмах Т. Бабушкинӑн хайлавӗсем ыттисене килӗшнӗ.
Тӗлпулу вӗҫленнӗ майӑн Евгений Жоржевна Галкина вулавӑша хӑйӗн нумай пулмасть тухнӑ «Тебя нет ближе и родней, старинный городок у Волги...» (чӑв. Атӑл хӗрринчи авалхи хулам, мӗн пур-ша санран ҫывӑхраххи те тӑванраххи...) сӑвӑ пуххине парнеленӗ.