Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен чысне хӳтӗлеме Мускава Эльвира Шерки кайӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 26.02.2015 20:04 | 2304 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи Конкурса хӑтшӑннисем
Конкурса хӑтшӑннисем

Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче паян чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен хушшинче «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» конкурс иртрӗ. Вӑл пурӗ тӑватӑ пайран тӑчӗ: «Тӑван ен, манӑн шкул, манӑн педагогикӑри ӗҫӗм» паллаштару, «Манӑн педагогикӑри тӗп шухӑш» эссене хӑтлани, ӑста урокӗ ирттерни тата ҫавӑн пекех курава тӑратнӑ конкурс материалӗсене тишкерни пулчӗ.

Пурӗ 9 вӗрентекен тупӑшрӗ: Канаш районӗн Шӑхасан шкулӗнчи Шерки Эльвира Николаевна, Ҫӗмӗрле районӗн Якуртушкӑнь шкулӗнчи Албутова Надежда Михаловна, Етӗрне районӗн Чирӗккасси шкулӗнчи Токарева Марина Васильевна, Элӗк районӗн Чӑваш Сурӑм шкулӗнчи Петрова Алина Геннадьевна, Красноармейски районӗн Мӑн Шетмӗ шкулӗнчи Назарова Светлана Михайловна, Муркаш районӗн Чуманкасси шкулӗнчи Ефимова Альбина Николаевна, Вӑрнар районӗн Уравӑш шкулӗнчи Ермошкина Раиса Николаевна, Елчӗк районӗн Кӗҫӗн Таяпа шкулӗнчи Иванова Алевтина Афанасьевна, Шупашкар хулин 43-мӗш шкулӗнчи Тяхмусова Светлана Вячеславовна. Вӗсенчен кашни маларах район шайӗнчи конкурсенче ҫӗнтернӗ.

Мала тухас тесе кашни вӗрентекен тӑрӑшрӗ — ара, ҫӗнтерекенӗн Мускаври конкурсра чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен чысне хӳтӗлеме тивет-ҫке. Сӑмах май ку конкурс кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртет. Иртнӗ ҫулхисем те Мускавра маххӑ паман, малти вырӑнсем йышӑннӑ.

Паянхи конкурсра вара Канаш районӗнчи вӗрентекен Шерки Эльвира Николаевна ҫӗнтерчӗ. Ыттисем вара тӗрлӗ номинантсем пулчӗҫ, нихӑшне те кӳрентермерӗҫ.

Сӑнсем (26)

#Шӑхасан, #Якуртушкӑнь, #Чирӗккасси, #Чӑваш Сурӑм, #Мӑн Шетмӗ, #Чуманкасси, #Уравӑш, #Кӗҫӗн Таяпа, #Шупашкар, #Канаш районӗ, #шкулсем, #конкурссем, #чӑваш чӗлхи

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем