Хусан исполкомӗн чӗлхе аталанӑвӗн тата обществӑллӑ организацисемпе ҫухӑну тытакан пай пуҫлӑхӗ Ирек Арсланов пӗлтернӗ тӑрӑх хулари реклама хӑмисене (билбордсене) икӗ чӗлхеллӗ тума палӑртнӑ — вырӑсла тата тутарла. Кун пирки тин кӑна «Про Город — Казань» портал пӗлтернӗ.
Ҫитес вӑхӑтра «Хула таврашӗнче тулаш рекламӑпа информацие вырнаҫтармалли йӗркен положенине» улшӑнусем кӗртме палӑртнӑ. Ирек Арсланов шухӑшӗпе ку ҫӗнетӳ рекламӑпа паллашма вырӑсла калаҫакансене кӑна мар, тутарла калаҫакансене те май парӗ.
Хула исполкомӗнчи тулаш рекламӑпа информаци управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх икӗ чӗлхеллӗ рекламӑна хальччен те вырнаҫтарнӑ — Библипе Коранти ҫырнисене, ҫыравҫӑсен шухӑшӗсене усӑ курнӑ социаллӑ реклама татарла тата вырӑсла пулнӑ.
Пирӗн чӑвашсен, тутарсен тӗслӗхӗпе усӑ курсан питӗ лайӑх пулӗччӗ те... пулайӗ-ши вӑл? Пирӗн пуҫлӑхсен унашкал утӑм тума хӑю ҫитеймест пулӗ.