Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Киноӳкерӳҫӗсем пӗр ушкӑна пухӑннӑранпа ҫулталӑк ҫитрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.02.2015 19:04 | 1650 хут пӑхнӑ
Культура Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче иртнӗ ларура
Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче иртнӗ ларура

Пӗлтӗр, шӑп та лӑп нарӑсӑн 24-мӗшӗнче Шупашкарта ҫӗнӗ пӗрлӗх йӗркеленнӗ — Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗ. Хальхи вӑхӑтра унта тӗнче тетелӗнчи «Suvar TV» каналӑн ертӳҫи Ултиар Цыпленков, «Iltimer Studio» ертӳҫи Алексей Ефремов, «КоЮр» киновидео пӗрлӗхӗн ертӳҫисенчен пӗри Юрий Сергеев режиссёр тата Константин Ефремов композер (спецэффектсемпе ӗҫлекен ӑста), «Аксар» студи ертӳҫи тата директорӗ Алексей Иванов-Сӗрмек, «Орион» видеостуди директорӗ Вячеслав Оринов тата ыттисем кӗреҫҫӗ. Пурӗ 9 ҫын. Нумай пулмасть пӗрлӗх йышне «Чӑвашфильм» пӗрремӗш наци киностудийӗ» директорӗ Юрий Спиридонов тата Николай Сахаров режиссёр кӗнӗ.

Киноӳкерӳҫӗсен планӗсем кӑҫал пӗчӗк мар. Тӗслӗхрен ҫулталӑкӗпех кинокуравсем пулӗҫ. Унта пӗрлӗх пайташӗсем вырӑнти режиссёрсем тата пултарулӑх ушкӑнӗсем хатӗрленӗ фильмсене пӗрле тишкереҫҫӗ, сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫитменлӗхсене палӑртаҫҫӗ, вӗсене мӗнле юсамаллине кӑтартаҫҫӗ.

Тепӗр кӑҫалхи пысӑк проект — Пӗтӗм чӑвашсен пӗрремӗш «Асам» кинофестивалӗ. Маларах ӑна пуш уйӑхӗнче ирттерме палӑртнӑччӗ, анчах та вӑхӑт хӗсӗккине пула нумай пулмасть иртнӗ кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пухӑвӗнче кинофестивале чӳк уйӑхне куҫарма йышӑннӑ. Ку — вӑхӑта куҫарни — пулас мероприятие сумлӑрах шайра ирттерме парӗ тесе шутлаҫҫӗ. Тепӗр сӑлтав пуш уйӑхӗччен чӑвашла кино ӳкерсе ӗлкерейменнипе те ҫыхӑннӑччӗ. Кӗркуннеччен вара тӗрлӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем икӗ-виҫӗ фильм та пулин фестиваль валли ӳкереҫҫех тесе шутлаҫҫӗ.

Наци киностудисӗр наци кинематографийӗн пуласлӑхӗ ҫук тесе шухӑшлаҫҫӗ пӗрлӗх пайташӗсем. Ку ӗҫ те вӗсен кӑҫалхи планне кӗрет — ҫулталӑк хушшинче вӗсем ҫак наци киностудине йӗркелесе ҫитересшӗн. Хальхи вӑхӑтра студисем сахал мар, анчах та профессилле кино ӳкерме вӗсем ҫителӗксӗр. Наци киностудийӗ вара пӗчӗк пултарулӑх ушкӑнсене пӗрлештермелле. Унта ятарлӑ павильонсем пулмалла, ӳкерӳ площадкисем. Ҫав наци киностудирех ҫутӑпа е ытти япалапа ӗҫлекен ятарлӑ специалистсем те пулмалла.

Киноӳкерӳҫӗсем пӗр ушкӑна пухӑннӑранпа ҫулталӑк ҫитрӗ пулин те вӗсене пӑшӑрхантаракан ыйтусем те сахал мар. Тӳре-шара вӗсене ытлашшиех пулӑшма васкамасть-мӗн. Хальлӗхе тӗрев сӑмахпа кӑна пур имӗш. Сӑмахран наци киностудине влаҫрисем пулӑшмасӑр йӗркелеме хӗнрех те самай йывӑртарах. Хальлӗхе вара пӗрлӗхӗн уйрӑм пӳлӗм те ҫук. Пирӗн хамӑрӑн культурӑна тем тесен те хамӑрӑн наци кинематографийӗпе ҫӗклемелле. Анӑҫра тунӑ илемлӗ фильмсем темле чипер те илӗртӳллӗ пулсан та вӗсем ҫавах та ют культура ҫимӗҫӗсем.

Чӑваш халӑх сайчӗ Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвне ӑна йӗркеленнӗренпе ҫулталӑк ҫитнӗ ятпа саламлать, ӗҫре ӑнӑҫусемпе ҫитӗнӳсем сунать.

#Орион, #Коюр, #Шупашкар, #юбилейсем, #культура, #Аксар, #кино, #чӑвашлӑх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем