Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Ҫӗньялта «Айхи вулавӗсем» сӑвӑ конкурсӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
You can also read this news in English
Софья Савнеш 20.02.2015 19:57 | 2100 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньял шкулӗнче Геннадий Айхин тата Константин Иванов пултарулӑхӗсене юратакансем «Айхи вулавӗсем» сӑвӑ конкурсне тӑххӑрмӗш хут пухӑннӑ.

Геннадий Айхи ҫак ялта 1934 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Унӑн сӑввисем 1940-мӗш ҫулсенче пичетленме тытӑннӑ.

Кӑҫал «Айхи вулавӗсем» конкурс 3–9-мӗш классен хушшинче виҫӗ номинаципе иртнӗ. Г.Айхин чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ сӑввисене вуласси, Константин Иванов хайлавӗсене чӑвашла вуласси.

Конкурса район шкулӗсенчен 108 вӗренекен килнӗ. Самаййӑн хутшӑннӑ, ҫавна май жюрие ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма ҫӑмӑл пулман. Жюри комиссийӗнче Ева Лисина, Марина Карягина, Чӑваш наци музейӗн ӗҫченӗ Надежда Селиверстрова пулнӑ.

Айхин сӑввисене чӑвашла вуласа Татмӑшри Василий Михайлов, Хирти Пикшикри Дмитрий Полюдов, Патӑрьелӗнчи Кристина Козлова, Туҫари Павел Кузнецов малти вырӑнсене йышӑннӑ.

Айхин сӑввисене вырӑсла вуласа Ҫӗньялти Данил Егоров, Аслӑ Чементи Ирина Дубинина, Сӑкӑтри Виктория Елагина мала тухнӑ.

К.Иванов хайлавӗсене чӑвашла вуласа Кивӗ Ахпӳртри Алексей Федоров, Пӑлапуҫ Пашьелти Анастасия Соколова, Туҫари Кристина Виноградова 1–3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ.

#Патӑрьел, #Хирти Пикшик, #Татмӑш, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #конкурссем, #Патӑрьел районӗ, #чӑваш чӗлхи, #Ҫӗньял, #Сӑкӑт, #Туҫа, #Пӑлапуҫ Пашьял, #Кивӗ Ахпӳрт, #ачасем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем