Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Апат-ҫимӗҫ: Ҫӗмӗрле лавккисенче карантинри апат-ҫимӗҫе сутнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 11.02.2015 15:16 | 1553 хут пӑхнӑ
Апат-ҫимӗҫ

Прокуратура, Роспотребнадзор, Россельхознадзор ӗҫченӗсем лавккасенче пысӑк акци ирттернӗ. Вӗсем апат-ҫимӗҫ хакне, вӗсен срокне тӗрӗсленӗ. Ҫавӑн пекех Раҫҫее кӳрсе килме юраман таварсем лавкка сентрисем ҫинче пулнипе пулманнине пӑхнӑ.

Прокурорсем темиҫе кунра Ҫӗмӗрлери кашни лавккана тенӗ пекех тӗрӗсленӗ. Пур ҫӗрте те пӗрешкел ыйту панӑ: ҫӗрулмине, купӑстана ӑҫтан илсе килнипе кӑсӑкланнӑ.

Ҫӗмӗрлери лавккасенчи улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ сывлӑхшӑн хӑрушӑ пулманни палӑрнӑ. Темиҫе лавккара карантинри продукцие сутни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Израильтен кӳресе килнӗ мандаринра, Эквадорти бананра, Египетри апельсинра организмшӑн сиенлӗ япаласем тупнӑ. Вӗсене ҫӳп-ҫап купине ывӑтнӑ.

Халӗ специалистсем улма-ҫырла фитосанитари сертификачӗсӗр сентре ҫине епле лекнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Аш-какая та ветеринари сакунне пӑсса сутни паллӑ пулнӑ. Ытларах ку кайӑк-кӗшӗк ашне, ҫурмафабрикатсене пырса тивнӗ.

Пӗтӗмпе йӗркене пӑснӑ 20 тӗслӗх шута илнӗ. Вырӑнти прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, лавккасенче срокран тухнӑ тавар та сахал мар. Тӗрӗслев хыҫҫӑн ҫӳп-ҫап купине сӗт, ҫӑмарта, ҫӑкӑр ывӑтнӑ. Вӗсен срокӗ тахҫанах тухнӑ-мӗн.

Прокуратура кунашкал рейдсене тӑтӑшах тухасси пирки асӑрхаттарать.

#суту-илӳ, #апат-ҫимӗҫ, #Ҫӗмӗрле, #тӗрӗслевсем, #Израиль, #Эквадор, #Египет

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем