Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш чӗлхине вырӑс класӗнче вӗрентекенсен республикӑри семинарӗн 2-мӗш тапхӑрӗ иртрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Михайлов 03.02.2010 19:38 | 2048 хут пӑхнӑ

Нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти 27-мӗш шкулта чӑваш чӗлхине вырӑс класӗнче вӗрентекенсен республикӑри семинарӗн 2-мӗш тапхӑрӗ иртрӗ. Унӑн пӗтӗмӗшле теми: "Тӑван чӗлхене вӗрентессипе тата сарассипе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ меслетсем". Иккӗмӗш лару "Шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫри электронлӑ хатӗрсем" темӑпа иртрӗ. Семинара йӗркелекенсем — хулари 27-мӗш шкулпа «Язык успеха» ют ҫӗр-шыв чӗлхисен шкулӗ. Семинара Красноармейски районӗнчи вӗрентекенсен пӗр ушканӗ те хутшӑнчӗ. Вӗсем — салари 2-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем З.П.Михайловӑпа В.М.Михайлов, Трак чӑвашла-нимӗҫле гимнази вӗрентекенӗ И.Н.Антонова тата Пикшик шкулӗн вӗрентекенӗ Л.А.Тихонова.

 

Семинара хутшӑннисем асӑннӑ шкулӑн 2, 3 тата 5-мӗш класӗсенчи чӑваш чӗлхи урокӗсенче электронлӑ ӳкерчӗклӗ словарьпе, телекоммуникаци технологийӗсемпе, информаципе коммуникаци ресурсӗсемпе тата Чӑвашла интернетпа усӑ курас ыйтусемпе ҫыхӑннӑ уҫӑ уроксем итлерӗҫ. Уроксене Сармосова Г.Л. — пӗрремӗш категориллӗ учитель, Кузьмина О.И. — иккӗмӗш категориллӗ учитель, Еслюкова Е.И. — пӗрремӗш категориллӗ учитель, Гурьева Т.Н. — 5-мӗш гимназири пӗрремӗш категориллӗ учитель пачӗҫ.

 

Уроксене сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн вӗрентекенсем шкулӑн пысӑк залне пуҫтарӑнса канашлу ирттерчӗҫ. "Вики тата Google серверсен вӗрентӳ ресурсӗсемпе усӑ курасси" темӑпа 5-мӗш гимназири пӗрремӗш категориллӗ учитель Гурьева Т.Н. тухса калаҫрӗ. Красноармейски иккӗмӗш шкулӗн аслӑ категориллӗ учителӗ Михайлов В.М. "Компьютерпа усӑ курса чӑвашла текст ҫапасси, ӑна Интернета вырнаҫтарасси тата чӑвашла сайт тӑвасси" темӑпа тухса калаҫрӗ, хӑйӗн ӗҫ опычӗпе паллаштарчӗ. Унтан "Язык успеха" ют ҫӗр-шыв чӗлхисен шкулӗн коммерци пуҫлӑхӗ Блинов А.В. " Электронлӑ почтӑпа ӑнӑҫлӑ усӑ курасси, пӗр-пӗр темӑпа ҫыхӑннӑ рассылкӑпа форум ӗҫне хутшӑнасси" темӑпа тухса калаҫрӗ. Кофе-тӑхтав хыҫҫӑн "Курӑмлӑ пособи хатӗрлесси" тата "Чӑвашла пӗлнин кирлӗлӗхне ачасене ӗнентересси" пайӑр темӑсемпе уйрӑм ушкӑнсене пайланса миме штурмӗ ("мозговой штурм") иртрӗ.

 

Семинар ларӑвӗ ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Унта хутшӑннисем хӑйсен пӗлӗвне ӳстерни ҫинчен ӗнентерекен сертификат илчӗҫ. Ку семинарӑн 3-мӗш ларӑвӗ пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкар хулин 4-мӗш гимназийӗнче иртет.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#Красноармейски, #шкулсем, #вӗренӳ, #Шупашкар, #Красноармейский районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем