Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Таяпаэнтрисем «Чӑваш поэзийӗн ҫӑлтӑрӗ» литература каҫӗ ирттернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 27.01.2015 10:50 | 1615 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Елчӗк районӗнчи Таяпа Энтри ялӗ Литература ҫулталӑкне «Нарспи» поэма авторӗ 125 ҫул тултарнине халалланӑ уяв каҫӗпе уҫнӑ.

Вулавӑша пухӑннисем Константин Иванов пирки ҫырнӑ материалсемпе, унӑн «Нарспи» поэмипе паллашма пултарнӑ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен И.В.Ванюшина пурне те чӑваш поэзийӗн классикӗн Константин Ивановӑн кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ. Хӑтлав слайчӗсем калаҫӑва тата пуянлатнӑ.

Вулавӑш ӗҫенӗ З.П.Ефремова кӗнеке куравӗпе усӑ курса «Нарспи» поэма пирки каласа кӑтартнӑ. Константин Иванова халалланӑ кӗтесе вулакансен ӳкерчӗкӗсене, тӗррисене вырнаҫтарнӑ.

Мероприятире чылайӑшӗ «Нарспи» поэмӑн сыпӑкӗсене пӑхмасӑр каланӑ. Унтах «Нарспипе Сетнер», «Икӗ хӗр» сценкӑсем лартнӑ.

Юлашкинчен викторина ирттернӗ. Унтан пурте пӗрле «Вӗренекенсен сасси» стена хаҫачӗ кӑларнӑ.

Сӑнсем (14)

#Таяпа Энтри, #литература, #литература каҫӗсем, #Елчӗк районӗ, #Литература ҫулталӑкӗ, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #вулавӑшсем, #стена хаҫачӗсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем