Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ҫыравҫӑсемпе тӗлпулассине Светлана Гордеевӑран пуҫланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 20.01.2015 22:08 | 1691 хут пӑхнӑ
Культура

Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра Литература, Чӑваш Енре К.В. Ивановӑн ҫулталӑкӗ иккенне пӗлмен-илтмен ҫын юлмарӗ те пулӗ. Ҫавсене халалласа Шупашкарти Литература музейӗ (вӑл Константин Иванов ячӗпе хисепленет) ҫыравҫӑсемпе тата сӑвӑҫсемпе «Ҫыравҫӑ пулас килет» ятпа тӗлпулусем йӗркелеме тытӑннӑ. Пӗрремӗшӗ Светлана Гордеева поэтпа тата художникпа пулнӑ. Унпа курнӑҫма Шупашкарти 6-мӗш шкулта вӗренекенсене йыхравланӑ. Тӗлпулӑва пынисене чи малтанах музей тӑрӑх кӑтартса ҫӳренӗ май Константин Иванов пултарулӑхӗпе те паллаштарнӑ.

Литература музейӗнче ӗҫлекенсем Гордеевапа курнӑҫусем йӗркелесси йӑлана кӗнине пӗлтереҫҫӗ. Ҫапах та хальхине те музейҫӑсем кӑсӑклӑ ирттерме тӑрӑшнӑ. Ку хутӗнче ҫыравҫӑ ачасене кӑмпаллӑ карҫинкана хӑвӑрт тата илемлӗ епле ӳкермеллине кӑтартнӑ. Ачасене кӑсӑклантарас тесе «Небылица» сӑвӑри чӗрчуна ят парас тесе те пӗчӗккисем хытах пуҫ ватнӑ. Ачасене ҫыравҫӑ сӑвӑ епле ҫырнипе тата кӗнеке епле кӑларнипе те паллаштарнӑ.

#тӗлпулусем, #Литература ҫулталӑкӗ, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #литература музейӗ, #6-мӗш шкул, #ачасем, #музейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем