Вӑрнарсем пӗлтӗр нумай ачаллӑ тӑватӑ ҫемье ҫӗнӗ пӳрт ӗҫкине тунине пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем валли патшалӑх хӑтлӑ та пысӑк ҫуртсем туса лартнӑ. Ҫав ҫуртсене тумашкӑн республика хыснинчен 10,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Кульцавра пурӑнакан Ерошинсен 4 ывӑл тата 1 хӗр. Ҫемье пуҫӗ Александр Анатольевич агрофирмӑра ӗҫлет. Мӑшӑрӗ — ача пахчинче. Ҫемье 101 тӑваткал метрлӑ пӳрте хӑйӗн вӑйӗпе лартаймастчех. Патшалӑх пулӑшӑвӗ вӗсемшӗн чӑн-чӑн парне пулса тӑнӑ.
Мӑн Явӑш ялӗнчи Петровсем те пилӗк ача ҫуратса ӳстереҫҫӗ. Упӑшки — электрик, арӑмӗ Ҫӗньял Явӑшри культура ҫурчӗн ертӳҫи. Ҫемье выльӑх-чӗрлӗх нумай усрать.
Николаевсем Кайри Тукай ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем 5 хӗр ҫуратнӑ. Услапа ялӗнчи нумай ачаллӑ Светлана Иванова та нумаях пулмасть ҫӗнӗ пӳрте куҫнӑ.
Халӗ Вӑрнар районӗнче пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатмашкӑн нумай ачаллӑ 16 ҫемье черетре тӑрать.