Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: «Хыпарҫӑсен» уяв шухӑшӗ мар-мӗн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 14.01.2015 17:13 | 1222 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Чӑваш пичечӗн кунне «Хыпар» хаҫатӑн пӗр ушкӑнӗ уява каймасси пирки пӗлтерет имӗш. Ҫакӑн пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат ҫырать.

Уяв, аса илтеретпӗр, ҫак шӑматкун Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче иртмелле.

Маларах асӑннӑ МИХа редакцинчи ҫӑлкуҫ «редакцинче ыйтусем малтанах пулнине», «ҫӗнӗ пуҫлӑх Валерий Туркай килсен лару-тӑру ылмашасса» шаннине пӗлтернӗ-мӗн. Халӗ унта ахаль те пӗчӗк ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемеҫҫӗ, гонорара ҫынсем курмаҫҫӗ имӗш. Хайхи ҫын «опытлӑ кадрсем» ӗҫрен кайни пирки те систернӗ пулать. Гендиректорӑн ҫумӗсем пиллӗк ҫынна ҫитсе кайнӑ иккен. «Тиражӑн самай пайӗ макулатурӑна каять», ҫавӑнпа та «хыпарҫӑсен уяв шухӑшӗ мар» имӗш.

#Хыпар, #МИХсем, #уявсем, #Чӑаш пичетӗн кунӗ, #оперӑпа балет театрӗ

 

Комментари:

Ача // 4117.51.7078
2015.01.14 18:18
Каймастпӑр. Ӗҫ укҫара кӑна мар. Туркай Леонтьев еткерне пӗтереп тесе Никольскипе те ҫапӑҫать: малтан ун сӑнне сайтран кӑларса печӗ, кӑҫалхи пӗрремӗш номертен Никольский сӑнӗ хаҫатӑн 1-мӗш стр. ҫук ӗнтӗ. Кӗҫех пӳлӗмӗнчи Никольский портретне склада илсе хурать теҫҫӗ. Чӑваш пичет кунӗ вара Никольскин Хыпарӗпе ҫыхӑннӑ. Хыпар Леонтьевӑн та мар, пушшех те - Туркайӑн та мар. Кайса лартӑр уява пӗччен е хӑйӗн 5 замӗпе.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем