Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсенче 35 ҫула ҫитмен 38 педагог ӗҫлет. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ҫамрӑк педагогсен пӗрлешӗвне йӗркеленӗ. Ӑна ҫамрӑк педагогсен юхӑмне сарас, вӗсен професси ӑсталӑхне ӳстерме май туса парас, ҫамрӑк вӗрентекенсене районти шкулсенче ҫирӗплетес тӗллевпе йӗркелени пирки ӗнентереҫҫӗ.
Йӗркелӳ пухӑвӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.И. Григорьев шкулсенче ҫамрӑк вӗрентекенсем кирлине палӑртса хӑварнӑ. Ҫамрӑк кӑна та мар, пултаруллисем, хастаррисем. Шкулсенчи педагогсем ватӑлса пыраҫҫӗ. Ӗҫлеме тин ҫеҫ ура ярса пуснисене кӑҫалтан район хыснинчен уйӑхсерен 2-шер пин хушса тӳлеме тытӑнӗҫ. Вӑл укҫана 2 ҫул парса тӑрӗҫ.