Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫри информаципе культура центрӗ юсатса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн уҫӑлнӑ. «Ку вӑл ял ҫыннисемшӗн чи юратнӑ вырӑн пулса тӑрасса шанатӑп», — тенӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев.
Культура центрне юсама май килнинче вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Н.П. Александров тӳпи пысӑк тесе район ертӳҫи ӑна Тав хучӗпе чысланӑ. Ара, вырӑнти хуҫа тӑрӑшнипе ҫурта юсассине ял тӑрӑхӗсене комплекслӑ тата комплектлӑ тӑвассин программине кӗме пултарнӑ. Ҫапла вара республика 812,4 пин тенкӗ уйӑрса панӑ, районтан — 1,3 миллиона яхӑн.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Н.П. Александров та парӑмра юлман. Вӑл кульутра ҫуртне 50 ҫул каялла туса лартнӑ ҫынна, лешӗ ун чухне колхоз ертӳҫинче тӑрӑшнӑ, А.П. Петрова Тав хучӗпе палӑртнӑ. Ҫурта ун чух нимелле хӑпартнӑ иккен.
Ҫывӑх вӑхӑтра шетмӗпуҫсене ҫӗнӗ оборудовани туянма укҫа парасса шанаҫҫӗ. Район администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Е.Г. Чернова каланӑ тӑрӑх, юсанӑ хыҫҫӑн укҫа уйӑрмалла. Маларах ҫав тӗллевӗллӗ сертификата Москакассинчи, Йӳҫкассинчи культура центрӗ тата районти культурӑпа кану центрӗсем тивӗҫнӗ. Ун чух вӗсене 400-шер пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Сӑнсем (16)