Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.0 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: ЧНК ертӳҫи чӑваш чӗлхине пурне те вӗрентмесен те хирӗҫ мар

Пулӑшу (Услуги) Хваттерте ремонт ӗҫӗсем тӑватӑп, плитка хуратӑп.
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Таисия Ташней 16.12.2014 22:16 | 1354 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх ЧНК ертӳҫи Николай Угаслов (сылтӑмри) Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа
ЧНК ертӳҫи Николай Угаслов (сылтӑмри) Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа

Чӑваш наци конгрессӗн ертӳҫи Николай Угаслов республикӑри шкулсенче чӑваш чӗлхине вӗрентмесен те тем мар тесе шухӑшлать иккен. Ҫапла шухӑшланине вӑл Интернет-хаҫатсенчен пӗрне, «Правда ПФО» текеннине, панӑ интервьюра палӑртнӑ.

«Чӑваш чӗлхине кирек епле пулсан та вӗрентмеллех тени ытлашши тесе шухӑшлатӑп, — тесе хуравланӑ Николай Угаслов Александр Белов ыйтӑвне хуравласа. — Мӗн тесен те ку ыйтӑва ҫын ирӗкӗпе татса памалла. Енчен ҫынна чӑваш чӗлхи кирлӗ мар-тӑк ӑна пусахлама кирлӗ мар. Вӑйпа юраймӑн».

Ҫав вӑхӑтрах Угаслов конгресс «чӑваш чӗлхине аталантарас тата сарас программӑпа ӗҫлет» тесе ӗнентернӗ.

ЧНК ертӳҫинчен журналист вырӑс тата чӑваш чӗлхисене шкулта епле шайлашура вӗрентмелли пирки те ыйтнӑ. Анчах Угаслов хӑй педагог маррипе сӑлтавласа ку енпе шухӑша пӗлтерме килӗшмен.

Угаслов шухӑшӗ чӑваш блогосферинче кӑмӑлсӑрлану ҫуратнине «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат та асӑрханӑ. «Сылтӑм Хӑват» блог авторӗ, сӑмахран, ЧНК ертӳҫи хуравне юрама тӑрӑшни евӗр йышӑннӑ. Блогер шучӗпе ун пек юхӑм патшалӑх органӗсене кӑна мар, управленин ытти институтне те кӗрсе пырать. Наци интересӗсене, чӑваш блогосферинчи хӑш-пӗр хастар шучӗпе, хӑшӗсем карьерӑшӑн, ят-сумшӑн тата ытти усӑ илессишӗн айккине сирме те хирӗҫ мар.

#ЧНК, #чӑваш чӗлхи, #политика, #интервьюсем, #вӗренӳ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1976.html
 

Комментари:

нам // 3703.18.1368
2014-12-19 21:32
намăс Угаслова çапла чăваш халăхĕнчен кулма! ытти наци республикисенче вырăнти халăх чĕлхине пурин те вĕренмелле - унта йĕрки çапла! Пирĕн мĕншĕн вара апла пулмалла мар тет-ха, ЧНК президенчĕ Угаслов иптеш? Ма Тимĕрсем чĕнмеççĕ, ма Лукиянов шăпăрт пулнă? Эсир те Угаслов пек шухăшлакан пултăр-и?!
Чăн чăваш // 8507.8.9151
2014-12-20 21:33
Чăваш чĕлхине хăйсен ирĕкĕпе вĕренме ирĕк парсан ăна никам та вĕренес темĕ, мĕншĕн тесен халĕ те вăл никама та ним тума та кирлĕ мар теççĕ ачасем.Çăмăлли хыççăн кайма пулĕ-ха, анчах чăваш пĕтесси татах вăйланĕ çеç. Тата вăл шкулта вĕренекенсем хушшинче танмарлăх çуратать - пĕри вĕренет, тепри урамра чупса çӳрет...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org
Источник: Отзывы сотрудников о компании блисс украина.