Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Еткер» премийӗн ҫӗнӗ лауреачӗсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
etker 01.11.2009 20:35 | 1722 хут пӑхнӑ

Чӗмпӗрти чӑвашсен «Еткер» фонд (президенчӗ Олег Мустаев) премийӗпе орденне тӑван халӑх умӗнче наука, литература, искусство, журналистика, архитектура тата спорт енӗпе тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн параҫҫӗ. Кӑҫал лауреатӑн хисеплӗ ятне тата премине Чӑваш халӑх художникӗ Владимир Агеев (чӑваш халӑх ӑс-хакӑлне ӳнер витӗр ҫине тӑрса ӗҫлесе тӗнче шайне ҫитернӗшӗн), Тутарстанри чӑвашсен культурӑпа автономи председателӗ, философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Константин Яковлев (чӑваш чӗрӗлӗхӗпе пӗрлӗхӗшӗн ҫине тӑрса ӗҫленӗшӗн), Чӗмпӗрти усламҫӑ, Чӗмпӗр, Сарӑ Ту, Пенза тӑрӑхӗнчи чӑвашсен энциклопедийӗн редакторӗ тата пӗртен-пӗр спонсорӗ (чӑвашсен еткерлӗхне аталантарса упрама тӑрӑшнӑшӑн) илме тивӗҫнӗ.

Пӗлсе тӑма: Чӗмпӗрти чӑвашсен «Еткер» фондне ҫак ятлах телекӑларӑмӑн тӗп редакторӗ Олег Николаевич Мустаев йӗркеленӗ. 1992 ҫулта пултаруллӑ чӑвашсене татах хавхалантарас шутпа фондӑн ятарлӑ И.Я.Яковлев ячӗпе хисепленекен премине туса хунӑ. 2002 ҫулта унӑн ятарлӑ паллине ҫирӗплетнӗ, ӑна И.Я.Яковлев орденӗ ятпа преми ҫумне пама тытӑннӑ. 2004 ҫулта И.Я.Яковлев орденӗ Раҫҫейри обществӑлла наградӑсен реестрне кӗнӗ. Вунҫичӗ ҫул хушшинче «Еткер» фонд премине Чӑваш Республикинчи, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи, Тутарстанри, Мускаври паллӑ ҫынсем тивӗҫнӗ: Атнер Хусанкай, Светлана Асамат, Сандр Пикл, Валентина Тарават, Порфирий Афанасьев, Владимир Афанасьев, Валери Туркай, Николай Абрамов, Олег Захаров тата ыт.те. Лауреатсене «Еткер» фондри ятарлӑ комисси кашни пилӗк ҫулта палӑртать.

#Чӗмпӗр, #Тутарстан, #фондсем, #чыслав

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем