Шупашкарӑн тӗп пайӗнче балконсене юсаса ҫӗнетнине ҫапларах хаклать «Чебоксарские новости» хаҫат.
Ленин проспекчӗпе Гагарин урамӗ хӗресленнӗ вырӑнтан халӑх уйрӑмах йышлӑн иртсе ҫӳрет. Унти ҫуртсенчи балконсем халӗ пурте пӗр пек сӑнлӑ, куҫа аякранах илӗртеҫҫӗ. Ҫапла тума ҫынсем тата хула администрацийӗ пӗр чӗлхе тупни май панӑ. Балконсене юсаса ҫӗнетме муниципалитет укҫан 75 процентне, ҫынсем вара чӗрӗк пайне уйӑрнӑ.
Балконсен япахса кайнӑ плитисене кӑна мар, кивӑ стяжкана та ылмаштарнӑ, тимӗртен ӑсталанӑ кӑшкара та ҫӗннине вырнаҫтарнӑ. Тул енчен профнастилпа тыттарнӑ, кантӑк та лартнӑ.
Сӑмах май, кӑҫал Шупашкарти Ленин проспектӗнчи тата Гагарин урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫичӗ ҫуртри балконсене ҫӗнетме кӑна 13,3 миллион тенкӗ тухса кайнӑ.