Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Училище юбилейӗ ячӗпе — «Шур перчетке»

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 07.12.2014 14:26 | 1393 хут пӑхнӑ
Культура Концерта уҫнӑ самант
Концерта уҫнӑ самант

Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищи хӑйӗн 85 ҫулхине халалласа «Юлташсемпе пӗрле» халӑх инструменчӗсен уйрӑмӗн концертне пухнӑ. Унта баянпа, аккоредонпа вылякансем, хӗлӗхлӗ инструментпа вылякансем калакансем хутшӑннӑ.

Халӑх инструменчӗсем, уйрӑмах — баян, Раҫҫейре яланах анлӑ сарӑлнӑ тесе палӑртать Чӑваш Енӗн Культура министерстви. Шупашкарти музыкӑпа театр техникумӗн дирекцийӗ 1930 ҫултах гармоникӑпа халӑх инструменчӗсен класне сарассипе ҫав енӗпе штата анлӑлатасси пирки ыйту хускатнӑ-мӗн. Анчах ун чухне преподавательсене тупайман. Ку енӗпе уйрӑма 1945 ҫулта кӑна уҫайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Чӑваш Енре халӑх инструмент искусствине сарма май килнӗ. Хальхи, юбилей концертӗнче, баянпа, аккордеонпа, тӑмрапа, балалайкӑпа, кӗслепе, гитарӑпа калакансем хӑйсен ӑсталӑхне пур енлӗн кӑтартнӑ.

Каҫа Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, баянпа аккоредон уйрӑмӗн ертсе пыракан педагогӗ Александр Белянкин уҫнӑ. Унтан А. Вивальдипе И.С. Бахӑн a-moll концерчӗн финалне янӑратнӑ. Ӑна чуна тивертмелле выляканӗсем — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Баранов ертсе пыракан ансамбль. Йыша Яков Федоров баянист, Валерий Калмыковпа Павел Батищев аккордеонистсем, Константин Матюшин бас-гитарист, ҫапса каламалли музыка инструменчӗсемпе калакан Назыр Гараев кӗнӗ.

Концертра асра юлмалли ытти номер те пайтах пулнӑ. Ӑсталӑх енчен студентсем те юлман темелле. Ҫавсен шутӗнче нумай хӗлӗхлӗ музыка инструменчӗпе калакансен пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш конкурсӗнче нумаях пулмасть лауреат пулса тӑнӑ Кристина Шегурована та палӑртмалла. Вӑл чӑваш кӗслипе каланӑ. Хӗр Филипп Лукинӑн «Шур перчетке» хайлавне чуна тивмелле вылянӑ. Кристина Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Эдуард Борисовӑн класӗнче вӗренет иккен.

Сӑнсем (16)

#музыка училищи, #юбилейсем, #пултарулӑх, #Шупашкар, #культура

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем