Чӳкӗн 22-26-мӗшӗсенче Люксембургра кулинарсен «Кулинарсен Тӗнче кубокӗ» конкурс иртнӗ. Пирӗн ентешсем Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышӗнче пулнӑ.
Пирӗннисем унта «Нарспи — тӗрӗ тӗрлекен чӑваш пики» торт, «Парне» бальзампа пӗҫернӗ тата «Пушкин чӑваш ялне килни» кукӑльсем пулнӑ. Кӑҫал конкурс тӑваттӑмӗш хут иртнӗ. Унта 86 ҫӗршыври 160 ытла кондитер пухӑннӑ.
Ӗҫсене 100 баллӑ тытӑмпа хакланӑ. Чӑвашсем ҫимӗҫсене чӑваш наци йӑлипе килӗшӳллӗн хатӗрлени паха. Акӑ Ирина Щетининӑн ӗҫе пурне те тӗлӗнтернӗ. Унӑн «Нарспи — тӗрӗ тӗрлекен чӑваш пики» торчӗ «Арт-класс» номинацире ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Ирина Антонова тата Тамара Сергеева «Парне» бальзампа кукӑль пӗҫернӗ. Ольга Хлебникова ертсе пынипе хатӗрленӗ «Пушкин чӑваш ялне килни» кукӑле те Дипломпа палӑртнӑ.
Ҫапла майпа Чӑваш Ен командине чӑваш наци кухнине тӗнче шайне кӑларнӑшӑн, аталантарнӑшӑн дипломпа чысланӑ.