Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Елчӗк районӗнче канашлу-семинар иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 11.09.2009 19:41 | 1489 хут пӑхнӑ

Республикӑри халӑхсемпе ӗҫлекен канашӑн пайташӗсем тата хуласемпе районсенчи культура енӗпе ӗҫлекен пуҫлӑхсем паян Елчӗк районне пухӑнчӗҫ. Кунта «Республикӑн «Чӑваш Ен культури: 2006-2011 ҫулсем» тӗллевлӗ программин «Чӑваш Республикин патшалӑх наци политикин Концепцине пурнӑҫласси» пайне Елчӗк районӗнчи вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем тата культура учрежденийӗсем пурнӑҫа кӗртес енӗпе пухнӑ опытпа палашасси» канашлу-семинар иртрӗ.

Канашлӑва пухӑннисем чи малтан Елчӗкри паллӑ вырӑнӗсемпе паллашрӗҫ — часовньӑра, районӑн тӗп вулавӑшӗнче, историпе краеведени музейӗнче, ӳнер шкулӗнче, физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче пулса курчӗҫ. Мишер Патирекре ҫӑлкуҫ путне ҫисе курчӗҫ, ялти вулавӑшпа, ҫӗнелнӗ культура ҫурчӗпе тата нумай пулмасть уҫӑлнӑ шкулпа паллашрӗҫ. Пур вырӑнта та хӑнасене тараватлӑн кӗтсе илчӗҫ — хитре чӑваш тумӗсемпе, юрӑ-ташӑпа.

Канашлу-семинарӑн тӗп пайӗ «Елчӗкри культурӑпа кану ценрӗнче» иртрӗ. Канашлӑва Чӑваш Республикин культурӑн, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци полтикипе архив ӗҫӗн министрӗ Роза Лизакова уҫрӗ. Ҫавӑн пекех хӑйсене сӑмахӗсемпе Елчӗк район администрацийӗн ҫамрӑксен политикипе вӗренӳ урӑмӗн пуҫлӑхӗ Леонид Левый, Елчӗк район администрацийӗн культурӑпа информаципе тивӗҫтерекен уйрӑмӑн пуҫлӑхӗ Антонина Александрова, ройонӑн тӗп вулавӑшӑн краеведени пайӗн ертӳҫи Любовь Иванова, «Елчӗк районӗн культурӑпа кану центрӗ» КМУн директорӗ Валентина Портнова, «Елчӗк ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Николай Алексеев тухса калаҫрӗҫ.

Канашлу-семинара пӗтӗмлетсе Канаш пайташӗсем «Республикӑн «Чӑваш Ен культури: 2006-2011 ҫулсем» тӗллевлӗ программӑн «Чӑваш Республикин патшалӑх наци политикин Концепцине пурнӑҫласси» пайне Елчӗк районӗнчи вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем тата культура учрежденийӗсем пурнӑҫа кӗртес енӗпе лайӑх пурнӑҫласа пынине палӑртрӗҫ, вӗсен ӗҫне ырларӗҫ.

Мероприяти вӗҫӗнче килнӗ хӑнасене «Варкӑш» ташӑпа-юрӑ ушкӑнӗ хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллагтарчӗ, савӑнтарчӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#культура, #Мишер Патирек, #Елчӗк районӗ, #Елчӗк

 

Комментари:

2009.09.17 08:07
Паллах_кусем_сиелтен_туна.ессем,сес.Теп.ессем.синчен.шутлама.пелмессе.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем