Ольга Михайловна Степанова – Чатукассинчи тӗп пӗлӳ паракан шкул директорӗ. 1958 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче хамӑр районти Типвар ялӗнче ҫуралнӑ. Чатукасси шкулӗнче вӑтам пӗлӳ илнӗ. 1981 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Кунта нимӗҫ, акӑлчан, француз чӗлхисене вӗрентекен специалиста ҫирӗплетекен диплома алла илнӗ. Малтанах Улатӑр районӗнчи Эйпеҫре нимӗҫ чӗлхине вӗрентнӗ, директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ. 1985 ҫулта хӑйӗн пурнӑҫ биографине Чатукасси шкулӗпе ҫыхӑнтарнӑ. 2001 ҫултанпа — шкул директорӗнче. Ҫемьеллӗ. Аслӑ хӗрӗ Ирина И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ют ҫӗр-шыв чӗлхисен факультетӗнче вӗренет. Кӑҫал иккӗмӗш ҫул Америкӑра акӑлчан чӗлхине туптас енӗпе практикӑра тимлет. Наталия — Чӑваш патшалӑх университечӗн студентки, вӑл та, аппӑшӗ пекех, ют чӗлхесен факультетӗнче вӗренет. Михаил — матрос. Ҫурҫӗр Кавказра салтак тивӗҫне пурнӑҫлать.
Шкул 125 ҫул тултарнӑ май, шкул историйӗ, унӑн паянхи ӗҫӗ-хӗлӗ тата пуласлӑхӗ татах та ытларах шухӑшлаттарать. Савӑнмалли те пур. Татса паман ыйтусем те юнашарах.
Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть. Кустӑрма евӗрех ҫаврӑнать вӑл. Ҫав хусканура ӗнтӗ пурнӑҫ, ҫӑл куҫ таппи пек канӑҫсӑр, ирӗн-каҫӑн вӑй илсе, малалла хӑйне евӗр, аталанса пырать. Нумай ҫул Чатукасси тӑрӑхӗ “Герой” колхоз ячӗпе янраса тӑнӑ пулсан, унӑн ячӗ е тата ун вырӑнне акционерла пӗрлешӳ туса хуни манӑҫа тухрӗ. Ҫамрӑксенчен чылайӑшӗ яла юлса тӗпленме майсем тупайманни е ялта пурӑнма кӑмӑл тӑвайманни — пирӗн шкул шӑпине те пырса тиврӗ. Акӑ, куҫ умӗнчех ачасен шучӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн чакса пыни шкул тытӑмне улӑштарчӗ. Кӑҫалтан тӑван шкул 9 класс вӗренмелли шкул пулса тӑчӗ. Апла пулин те, пуҫа усма памасть самана тапхӑрӗ. Уйрӑмах халь, юбилейлӑ ҫулталӑкра, пурнӑҫа каялла ҫаврӑнса пӑхас килет. Епле- ха манӑн шкул историйӗпе унӑн унчченхи тата хальхи йӑли-йӗркине, ӗҫӗ-хӗлне… Эпир 2004 ҫулта, шкулӑн иртнӗ тапхӑрти ҫул-йӗрӗ манӑҫа ан тухтӑр тесе, унӑн кун-ҫулне анлӑн тишкертӗмӗр, материалсене пӗрчӗн-пӗрчӗн пуҫтарса шкул 120 ҫул тултарнӑ ятпа “Янӑратӑр шкул шӑнкӑравӗ” кӗнекене 200 экземплярпа вулакансем патне ҫитертӗмӗр. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе пурнӑҫлама пире Эдисон Патмар ҫыравҫӑ тата педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем — Антонина Герасимовнапа Анатолий Львович Львовсем нумай пулӑшрӗҫ.
Паянхи шкулӑн ырӑ улшӑнӑвӗсем чун-чӗрене савӑнтараҫҫӗ. Коллектив хӑйӗн тӗп тӗллевне — ачасене ҫирӗп пӗлӳ парса пурнӑҫ ҫулӗпе тӗрӗс-тӗкел утма вӗрентесссине — тивӗҫлӗ шайра пурнӑҫлать. Танлаштарса пӑхар-ха 2002—2008 ҫулсенчи вӗренӳ результачӗсене. Ҫак таблицӑра вӗренме кӗнисен шучӗ ҫуллен ӳсни витӗмлӗ курӑнать.
Вӗренсе тухнисенчен кашниех аслӑ пӗлӳ илмест пулин те, паллах, вӗсем вӑтам пӗлӳ заведенийӗсенче хӑйсем килӗштернӗ профессие алла илсе, пурнӑҫ ҫулӗпе малалла, хӑюллӑн талпӑнни савӑнтарать мана. Кирек ӑҫта вӑй хурсан та, ҫӗрпе ҫыхӑннӑ ӗҫе хаклама пултарни тата ӑна тӑван енпе ҫыхӑнтарни — чи чысли. Тӗслӗхрен, кунтан вӗренсе тухнӑ Юрий Лукин предприниматель тата Виталий Егоров медик шкулӑн чи ҫывӑх тус-юлташӗсем пулса тӑчӗҫ. Вӗсем шкул пурнӑҫӗпе кӑсӑклансах тӑраҫҫӗ, ырӑ ӗҫпе, канашпа пулӑшма яланах хатӗр. Сӑмах май каласан, Виталий — шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксенчен йӗркеленӗ ассоциацин ертӳҫи. Вӑл коллективра ачасен сывлӑхне упрас ыйтӑва кун йӗркинчен кӑлармасть. Унсӑр сывлӑх урокӗсем, физкультурӑпа спорт уявӗсем, хӗллехи сывлӑх фестивалӗсем, походсемпе ҫул ҫӳревсем иртмеҫҫӗ. Пирӗн ырӑ, тарават хӑнасен йышӗнче — Ордем Гали, Николай Ункай, Валентина Рудникова. Ҫыравҫӑсем час-часах ӗҫлӗ тӗл пулусене хутшӑнаҫҫӗ, ачасене тӑван ен культурине тата тӑван чӗлхене юратма хӑнӑхтараҫҫӗ.
Шкулӑн ырӑ пулӑмӗсенчен пӗри — “Таябинка” пӗрлешӳпе тачӑ ҫыхӑну тытни. Ҫуллен унпа ӗҫлӗ килӗшӳ туса ҫӗр улми пуссинче вӑй хуратпӑр, пухӑннӑ укҫа-тенкӗпе тӗллевлӗ усӑ куратпӑр. Ачасене Шупашкара экскурсие тӳлевсӗр илсе кайса килетпӗр ҫав шутран. Тата Ҫӗнӗ ҫул парнисене илсе паратпӑр, ачасен апатланӑвӗ валли тӑкаклатпӑр. Вӗрентӳ хатӗрӗсем чылай туянтӑмӑр: ахаль тата электронлӑ кӗнекесем, компьютерсем, проектор, видеокамера, цифрӑллӑ фотоаппаратсем, магнитофонсем, пысӑк холодильник, шыв ӑшӑтмалли аппарат. Туяннӑ таварсемпе анлӑн усӑ куратпӑр.
Хамӑрӑн хуҫалӑх тытӑмне аталантарма та “Таябинка” пӗрлешӳпе ҫыхӑнса ӗҫлени витӗм кӳрет. Акӑ, шкул автобусӗ валли меллӗ гараж, хушма хуҫалӑхӑн ӗҫ хатӗрӗсене тытма ятарлӑ уйрӑм хуралтӑсем туса лартрӑмӑр. Шкулӑн иккӗмӗш хучӗн стени ишӗлсе анма пуҫланӑччӗ. Ӑна кирпӗч илсе ҫӗнӗрен купаларӑмӑр. Шкул картине тавралла тытса ҫавӑрма, шкулта косметика евӗрлӗ юсав ӗҫӗсене пурнӑҫлама та асӑннӑ пӗрлешӳре ӗҫлени пулӑшать.
Ачасене вӗренме кирлӗ условисем туса парас ҫӗрте техслужащисем те хастар. Паян вӗсен йышӗнче — вуннӑн. Мухтамасӑр тӳсейместӗп. Хӑйсен пӗчӗк шалу укҫине пӑхмасӑрах шкулӑн хуҫалӑх ӗҫне чуна парса пурнӑҫласа пыраҫҫӗ. Вӗсем : В.М.Петров завхоз, тасалӑхпа тирпейлӗхе тытса пыракан Л. Г. Аристархова, В. В. Прохорова, И. Н. Петрова, Ю. М. Петров рабочи, Л. Г. Антипова повар, А. М. Афанасьевпа В. Г. Андреев каҫхи хуралҫӑсем, О. А. Степанова столовӑй ӗҫченӗ тата В. П. Степанов автобус водителӗ. Ҫак йышран саккӑрӑшӗ Чатукасси шкулӗнче пӗлӳ пухнӑ. Ҫавӑнпах-и тен, хӑйсен тивӗҫне чун-чӗререн парӑннӑ.
Шкул пурнӑҫӗнче ӳсӗмсен иксӗлми тӳпи — ашшӗ-амӑшӗсенче. Вӗсемшӗн иккӗмӗш кил алӑкӗ яланах яри уҫӑ. Ку енӗпе ӗҫлесе пыма эпир ятарлӑ “Ҫемье тата шкул” программа йышӑнтӑмӑр. Темӗнле хумхантаракан ыйтусем тупӑнсан та вӗсене пӗр шухӑш-кӑмӑлпа, туслӑн, килӗштерсе татса паратпӑр. Сӳтсе явнӑ ыйтусене хушӑран протоколсем ҫырса пыракан кӗнекене уҫса пӑхсан, вӗрентекенсемпе ашшӗ-амӑшӗсен ыйтӑвӗсемпе тишкерӗвӗсем пӗрешкел пулнине куратӑп та вӗсем тӑрӑх пӗрешкел йышӑнусем кӑларнишӗн чӑннипех те хӗпӗртетӗп.
Уйрӑмах ашшӗ-амӑшӗсене яланах шкула ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленсе кӗтсе илме пулӑшнӑшӑн чӗререн тав тӑвассӑм килет. Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулне хатӗрленсе кӗтсе илес ҫӗрте районти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр урлӑ вӑй-хала шеллемесӗр ӗҫленӗ Елена Аркадьевна Егорова, Лидия Ивановна Михайлова, Татьяна Васильевна Гурьева, Альбина Валерьяновна Михайлова, Нина Ивановна Никитина ӗҫченсем мухава тивӗҫ. Мӗн пур юсав ӗҫӗсем вӗсен пултаруллӑ аллисем витӗр тухрӗҫ: сӑрларӗҫ, тасатрӗҫ, ҫутатрӗҫ. Шкулта вӗсем тӗкӗнмен вырӑн та юлмарӗ пуль. Шкул пахчинче пахча ҫимӗҫ акса, лартса ҫитӗнтерессипе те пулӑшма вӑхӑт тупрӗҫ вӗсем.
Пахчаналла пӑхсан чун савӑнать. Темиҫе ҫул каялла шкул ҫумӗнчи ҫерем хуҫаланнӑ лаптӑкра, халь тӗрлӗрен пахча ҫимӗҫ, панулми йывӑҫҫисем тата чечексем ешереҫҫӗ. Ҫӑвӗпех кунта ачасем кӗшӗлтетеҫҫӗ, ҫурхи кун акса-лартса хӑварнӑ ӳсен-тӑрана шӑвараҫҫӗ, ҫум курӑксенчен тасатаҫҫӗ, кӑпкалатаҫҫӗ, кӗр енне пулнӑ ҫимӗҫе хӗлле валли майлаштарса вырнаҫтараҫҫӗ. Ку ӗҫе темиҫе ҫул хушши тӑван ен культурине вӗрентекен Римма Ивановна Яковлева йӗркелесе пычӗ. Кӑҫалхи вӗрентӳ ҫулӗнче вара ҫут ҫанталӑка чунтан парӑннӑ, шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен Елена Николаевна Дмитриева ҫак ӗҫе ертсе пыма килӗшрӗ. Эпӗ шкул ҫумӗнчи сад пахчине тӑван тавралӑхӑн илемлӗхӗпе витамин лабораторийӗ вырӑнӗ тесе шутлатӑп. Ӗҫпе вӗрентӳ кирек хӑҫан та ҫумма-ҫуммӑн, юнашар пулмалла. Эпир ачасене пахчара та, шкул тулашӗнче те хӑйсене тасалӑхпа тирпейлӗх тата ҫӗр ӗҫне хутшӑнтарни пархатарлӑ ӗҫ тесе вӗрентетпӗр. Ӗҫ ҫынна илем кӳнӗ. Ҫавӑнпа та чи пӗчӗккисене те аслӑ классенче вӗренекенсемпе пӗрле, экологи субботникӗсене хутшӑнтарни пӑсӑк пулмастех .
Пӗлӳ ҫуртӗнче ҫӳллӗ ӳссе кайнӑ чечексене (эпир шкул коридорӗнчи чечексен речӗсене ытарлӑн “хӗллехи сад” тетпӗр) вӗренекенсем пӑхса тӑни епле мӑнаҫлӑ. Ҫакӑн пек илемлӗх патне туртӑнса ӗҫлесе пыни ачасен культура шайне те ӳстерет. Пирӗн патра Красноармейскинчи искусство шкулӗн филиалӗ пур. Наталья Леонидовна Филиппова вӗрентекен ачасен пӗр ушкӑнне пианинопа выляма хӑнӑхтарать. Ачасем хаваспах музыка тӗнчипе киленеҫҫӗ, кӗвӗ-ҫемӗ асамлӑхӗ вӗсен чун-чӗрине пуянлатать, шухӑш-кӑмӑлне хӑпартать.
Шкулӑн пур енлӗ воспитани ӗҫӗ “Яковлев хунавӗсем” ятлӑ ача-пӑча организацийӗн системипе ҫыхӑннӑ. Харпӑр хӑйне тӗрӗс-тӗкел тытса пурӑнма хӑнӑхтарас ҫӗрте класс ертӳҫисем тӗрлӗ технологисемпе усӑ кураҫҫӗ. Вӗсем ытларах интерактивлӑ майпа иртеҫҫӗ: ток-шоусем, тренингсем, акцисемпе фестивальсем, проект хӳтӗлевӗсем тата ыттисем те. Чи ырӑ пулӑмсенчен пӗрне асӑнмасӑр хӑварас килмест. “Парнелер кӗнеке пӗр-пӗрне” акци пурне те кӑмӑла каять, йӑлана кӗрсе пырать. Ку евӗрлӗ акцие иртнӗ ҫул икӗ хут ирттертӗмӗр, паллӑ, ырӑ-сумлӑ ҫынсене явӑҫтартӑмӑр.
Ачасем те, аслисем те яланах шыравра. Кам шырать, ҫав тупать тесе ытахальтен каламан вӗт-ха. Шыраҫҫӗ, тупаҫҫӗ, тӗпчеҫҫӗ, пӗтӗмлетӳсем тӑваҫҫӗ. Ҫакӑн пек интерактивлӑ ӗҫсенче ачасен туслӑхпа ытти кирлӗ туйӑмсем ҫуралса вӑй илеҫҫӗ, вӗсем обществӑри пурнӑҫа хӑнӑхаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе калаҫма, харпӑр хӑйне халӑх хушшинче тытма вӗренсе пыраҫҫӗ.
Паян районти ҫул ҫитмен ачасен комиссийӗнче пирӗн шкулти пӗр вӗренекен те учетра тӑмасть. Ку — воспитани тытӑмӗнчи ӳсӗмсен кӑтартӑвӗсенчен пӗрийӗ.
Вӗренекенсен ҫуллахи кану вӑхӑтне пур енлӗ йӗркелесе пыма ятарлӑ “Каникул” программине ҫирӗплетрӗмӗр. Унпа килӗшӳллӗн, ҫулла ӗҫпе кану лагерӗсем, экологи бригадисем йӗркелетпӗр. Ачасене ҫулсеренех, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр урлӑ, ӗҫе вырнаҫтаратпӑр. Кӑҫал та пӗрисем ваттисен ҫуртӗнче тимлерӗҫ, теприсем ял таврашне тирпей-илем кӳчӗҫ.
Паян татса паман ыйтусем те пур-ха. Шкул ҫурчӗ кивелсе пырать. 25 ҫул хушшинче ҫурт тӑрри ҫав тери хавшаса кайрӗ. Йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑксенче вӗренӳ пӳлӗмӗсене шыв анать. Ҫакӑ ашшӗ-амӑшӗсене те пӑшӑрхантарать. Ҫывӑх вӑхӑтрах ку ыйтӑва район шайӗнче татса парасчӗ.Чуна ыраттаракан тепӗр ыйту пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем ыйтнӑ тӑрӑх, пирӗн ҫывӑх вӑхӑтрах, хӑма урайсене плитасемпе улӑштармалла е ятарлӑ линолеумпа сармалла. Ҫак ӗҫсене пурнӑҫлама бюджетра укҫа-тенкӗ ҫитсе пыманни чӑрмантарать.
Паян ҫӗр-шывра ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланчӗ. Уяв ячӗпе сире, вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ӗҫтешсем, шкулпа тачӑ ҫыхӑну тытса пыракан тус-юлташсем. Пӗлӳ кунӗ ячӗпе саламлатӑп, ҫирӗп сывлӑх, ҫитӗнӳсем сунатӑп сире.
Кӑҫал шкул 101 ачана хапӑл туса кӗтсе илчӗ. Вӗсен шутӗнче шкул ҫулне ҫитмен ачасем те. 13 вӗрентекен хӑйсене шанса панӑ ӗҫе тивӗҫтерӗҫ. Кӑҫал шкул 9 ҫул вӗренмелли шкул тӑрса юлни пире, паллах, пӑшӑрхантарчӗ, ҫапах та коллективӑн ӗҫлес туртӑмӗ чакмарӗ. Вӗрентекенсем шанса панӑ ӗҫе пур кӑмӑлтан пурнӑҫласа пыма вӑй-хӑват ҫитерме пулчӗҫ. Кӑҫал вӗренсе тухнисенчен вун ҫиччӗшӗ те вӗренме кӗчӗҫ. Ку, паллах, пире савӑнтарать пӗр енчен, тепӗр енчен кун чухлӗ ача шкултан тухса кайни кулянтарать те, мӗншӗн тесен вӗсем пурте Чатукасси шкулӗнчех вӗренсе тухма пултаратчӗҫ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ май, иртнӗ ҫулхи ӳсӗмсемпе ҫитменлӗхсене тӗплӗн пӑхса тухрӑмӑр. Кӑтартусем, пӗтӗмӗшле илсен, мухтава тивӗҫ. Уйрӑмах Интернет системи пире вӗрентӳ ӗҫне ҫӗ-нӗ технологисемпе ачасене ҫӗнӗлле вӗрентме майсем туса парать. Компьютерсемпе, электронлӑ пособисемпе вӗрентни пурне те кӑмӑла каять анчах мар, ачасене пӗлӗве туптама витӗмлӗн пулӑшать. Кӑҫал вӗренекенсем дистанцилле конкурссемпе олимпиадӑсене хутшӑнса, хӑйсен пӗлӗвӗпе Раҫҫей шайӗнчех ӑмӑртрӗҫ, малти вырӑнсене ҫӗнсе илме пултарчӗҫ. 7-мӗш класра вӗренекен Николай Никонов тата 5-мӗш класра вӗренекен Маргарита Краснова Раҫҫейри 8 пине яхӑн ача хушшинче ҫамрӑксен математика предмечӗн дистанцилле чемпионатне хутшӑнса, ҫӗнтерӳҫӗ дипломӗсемпе медалӗсене тивӗҫрӗҫ. Акӑлчан чӗлхипе Раҫҫей шайӗнче ирттернӗ дистанциллӗ олимпиадӑсенче Петр Дмитриев (6 класс), Ульяна Сорокина (7 класс), Татьяна Харитонова (7 класс), Екатерина Васильева (6 класс), Анастасия Илларионова (4 класс), Ксения Алексеева (8 класс) малти вырӑнсене йышӑнма пултарчӗҫ. Ку ӗҫе уйрӑмах акӑлчан чӗлхипе вӗрентекен О. М. Степановапа физика учителӗ З.Г. Доментьева пысӑк интереспа йӗркелесе пыраҫҫӗ, ачасене онлайн режимӗпе тӗрлӗрен проектсене, конкурссене хутшӑнтараҫҫӗ. Ольга Михайловна, хӑй ертӳҫӗ пулнӑ май, ыттисене те хӑюллӑнрах ҫак ӗҫе явӑҫтарас тата тӗслӗх кӑтартас тӗллевпе, дистанци технологине малтан хӑй астивсе пӑхма кӑмӑл турӗ, М. В. Ломоносов ячӗпе хисепленсе тӑракан университетри дистанци курсӗнче тимлесех вӗренсе алла сертификат илчӗ. Ҫапла майпа малтанах шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен Е. Н. Дмитриева та вӗренчӗ. Халӗ вӑл, дистанцилле майпа илнӗ пӗлӳпе усӑ курса, пӗчӗккисемпе “Предшкольная пора” ятлӑ вӗрентӳпе аталанун комплекслӑ программине тӗпе хурса ӗҫлет. Кӑҫал вӗрентекенсен хушшинче ҫакӑн пек курссенче хӑйсен пӗлӗвӗсене туптас тата пуянлатас шутлисем татах та пур-ха. Кашни вӗрентекенӗн хӑйӗн тӗшши пур. Тӗслӗхрен, пуҫламӑш классенче тимлекен Наталья Николаевна Лукинапа Галина Юльевна Максимова “Раҫҫей шкулӗ” инновациллӗ вӗрентӳ программипе ӗҫлесе пыраҫҫӗ. Г. Ю. Максимова хӑй ҫут ҫанталӑка чунтан парӑннине кура ачисене те тавралӑх илемне курма, юратма, аталантарма хӑнӑхтарса пырать, чечексен тӗнчипе киленсе пурӑнма вӗрентет. Н.Н. Лукина, юрӑ-ташӑ ӑсти пулнӑ май, ачасене кӗвӗ ытамӗн асамлӑхӗпе илӗртет. Пӗр вӑхӑтрах Ф. М. Лукин музейӗн ертӳҫи те: ачасемпе музейра тӑтӑшах экскурсисемпе уҫӑ уроксем ирттерет, тӑван енӗн историйӗпе, унӑн пархатарлӑ ҫыннисемпе паллаштарать. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Римма Ивановна Яковлева ачасемпе аслисен хушшинче тӑван ен культурине юратса аталантарса пырать, ҫулсерен вӗсене “Чӗвӗлти чӗкеҫ” конкурса хутшӑнтарать. Истори учителӗ Николай Иванович Никитин ачасене истори предмечӗпе пӗрлех фотоискусство мелӗсемпе паллаштарать, вӗсене ку енӗпе тӗрлӗ фотоконкурссене хутшӑнма, республика шайӗнче те малти вырӑнсене йышӑнма пулӑшать. Уйрӑм ачасемпе ятарлӑ программӑсемпе ӗҫлессипе биологи тата хими учителӗ Венера Петровна Иванова палӑрса тӑрать. Унӑн вӗренекенӗсем ҫулсерен лайӑх результатсем кӑтартаҫҫӗ. Физкультурӑна вӗрентекен Геннадий Максимович Прохоров харпӑр хӑй сывлӑхне ҫирӗплетес тӗллевпе ачасене кӑна мар, шкулти пур ӗҫченсене те тӗрлӗрен спорт вӑййисене явӑҫтарса пырать. Унӑн ҫемйи спорта чи юратакан ҫемье пирӗн таврара. Ку енӗпе ырӑ тӗслӗх кӑтартать вӑл пурне те. Уйрӑм ачасем яланах спорт енӗпе лайӑх результатсем кӑтартаҫҫӗ. Уйрӑмах Алена Аверкиева ятне асӑнса хӑварас килет. Спорта юратакан Коля Григорьев тата Дима Егоров яшсем халӗ ҫӗр- шывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче хӗсметре тӑнӑ май, унта та спортпа туслӑ пулни пулӑшса пынине ҫирӗплетеҫҫӗ. Малтан шкулта ӗҫленӗ Владимир Петрович Максимовӑн та ку ӗҫре тӳпе пур. Вырӑс чӗлхине вӗрентекен Алевтина Николаевна Григорьева — кӗнеке тӗнчин хуҫи. Вӑл шкул вулавӑшӗнче вӑй хунӑ май, вӗрентӳ пособийӗсен фончӗпе ӗҫлес яваплӑха туять. Класс ертӳҫин ӗҫне те килӗштерсе тӑвать.
Уйрӑм сӑмах — шкул ачисем акӑлчан чӗлхине вӗренни ҫинчен. Ку предмет чи йывӑррисен шутне кӗрет. Енчен те шкулӑн ку тӗлӗшпе пачах та база пулман пулсан, майӗпен ӗҫ вырӑнтан хускалса, анлӑн аталанса кайрӗ. Ашшӗ-амӑшӗсем те, вӑхӑт ыйтнине шута илсе, акӑлчан чӗлхипе ҫӗнӗ пособисем туянма пулӑшрӗҫ. Ачасем ҫырма-вулама 2-мӗш класранах пуҫлаҫҫӗ. Ольга Михайловна акӑлчан чӗлхине юратса вӗрентет, йывӑр ют чӗлхене ачасем килӗштерсе вӗренччӗр тесе, тӗрлӗрен мелсем шырать. Паянхи кун ку енӗпе ӳсӗмлӗ кӑтартусем ҫук мар. Акӑлчан чӗлхине пӗрремӗш вӗренсе тухакансенчен виҫҫӗшӗ ют чӗлхесен факультетне вӗренме кӗчӗҫ. Паян вӗсен йышӗнче улттӑн. Ольга Аристархова, Елена Прокопьева, Ирина Степанова студентсем тӑван шкултах акӑлчан чӗлхи учителӗ пулса практикӑра пулчӗҫ. Вӗрентекеншӗн вӗренекен унӑн предметне суйласа илсе аслӑ пӗлӳ заведенине вӗренме кӗни чи лайӑх кӑтарту тесе шутлатпӑр эпир. О. М. Степанована, акӑлчан чӗлхине вӗрентес ӗҫре хальхи тапхӑр ыйтнӑ пособисемпе тӗллевлӗ усӑ курса ӗҫлесе пынишӗн, “Просвещени” пӗрлешӳ издательстви Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Халӗ малтанхи пек, кун ирттӗр тесе ӗҫлесе пыни кая тӑрса юлчӗ теес килет. Мӗншӗн тесен вӗрентекенсен тата шкул ачисен уроксем хыҫҫӑнхи ҫулӗ — тӳрех килелле мар, вулавӑшалла е компьютер пӳлӗмнелле. Ачасене юратакан, хӑйӗн ӗҫне чунпа парӑннӑ, пуҫаруллӑ вӗрентекен ҫакна лайӑх ӑнланать. Пирӗн шкула ун пек учительсенчен ӑннӑ тесе шутлатӑп. Паллах, ертӳҫӗрен нумай килет тетпӗр. О. М. Степанова пире алӑ усса ларма памасть. Вӑл пурнӑҫ тапхӑрӗ, вӑхӑт ыйтакан ҫӗнӗлле пулӑмсене чунпа йышӑнать, пурне те пурнӑҫпа тан утма чӗнет. Хушӑран хыттӑнрах, ҫирӗппӗнрех ыйтнине эпир пурте ӑнланма тивӗҫ. Пурнӑҫ ҫавӑн пек хистет. Вӗрентӳ системинче шухӑшлаттаракан ыйтусем те ҫук мар. Тӗслӗхрен, ҫӳллӗ шайри олимпиадӑсен уйрӑм ҫӗнтерӳҫисене хатӗрлетпӗр-ха эпир. Уйрӑм ачапа ятарлӑн ӗҫлетпӗр. Лайӑх. Ыттисемпе еплерех ӗҫлесе ҫитермелле? ППЭ результачӗсем кашни ачанах тивӗҫлӗ пулмалла вӗт-ха? Тепӗр самант: ача вӗренӳрен сивӗнерех панӑ тӗслӗхсем пур. Мӗнлерех ӗҫлемелле-ши вӗсемпе? Вӗренме вӗрентес пулать, тетпӗр эпир. Апла пулсан, вӗренӳ кӑтартӑвӗсем лайӑхланччӑр тесен кашни педагогӑн творчествӑллӑ шыравра пулмалла. Кашни ачапах ӗҫлеме май тупмалла. Эпир, ытти шкулсенчи пекех, хастар ӗҫлекен педагогсене хавхалантарма пӑхнӑ. Ку енӗпе мониторинг ӗҫне тӗплӗ туса пыратпӑр. Стимул балӗсем кашниннех тӗрлӗрен. Пӗр пек пулма та пултараймасть. Ӗҫ кӑтартӑвӗ кашни ҫыннӑн тӗрлӗ шайра: е пӗчӗкрех, е пысӑкрах. Эппин, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлесчӗ, вӗрентӳ кӑтартӑвӗсене мӗн пур таран ҫӳллӗ шайра тытса пырасчӗ. Сывлӑх пултӑр тата чӑтӑмлӑх ҫиттӗр пирӗн хамӑрӑн пархатарлӑ ӗҫе пурнӑҫ ыйтнӑ пек туса пыма.
О. Степанова, Чатукассинчи тӗп шкул директорӗ,
Г.Н. Игнатьева, директорӑн вӗрентӳпе воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ.