Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Асамлӑ тӗрӗ-ҫӗвӗ тӗнчинче

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 16.11.2014 23:53 | 2380 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗн ӗҫ планӗпе килӗшӳллӗн юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче Красноармейски районӗнчи краеведени музейӗнче Культура ҫулталӑкне халалласа «Асамлӑ тӗрӗ-ҫӗвӗ тӗнчинче ӑсталаннӑ Трак ен ҫи-пуҫӗ» темӑпа ал ӑстисен куравӗ уҫӑлчӗ. Чаплӑ курав тесен те йӑнӑш пулмӗ. Курава тӑратнӑ кашни экспонат куҫа илӗртет, чунра ырӑ туйӑм ҫуратать. Курса киленме те, пӑхса тӑранма та май ҫук. Асатте-асаннесен авалхи ҫи-пуҫӗнчен пуҫласа паянхи илемлӗ тумтир таранах паллашма пулать унта. Ҫавсене йӑлтах халӑх алли ӑсталанӑ, тӗрлӗрен тӗрӗ-эрешпе илемлетнӗ. Мӗн чухлӗ ӑсталӑх, пултарулӑх, тӑрӑшулӑх, чӑтӑмлӑх, хастарлӑх, ыркӑмӑллӑх, чунлӑх палӑрса тӑрать ҫав япаласенче. Кашни япали – пысӑк пуянлӑх. Харпӑр хӑй илемлетсе ӑсталанӑ ӗҫсене нимӗнле укҫапа та виҫме май ҫук. Вӗсене ӑшӑ куҫпа та чунпа ҫеҫ хаклама пулать. Кашни япалинех юратса тунӑ. Ҫавӑнпа илемлӗ те вӗсем, ҫавӑнпа чуна тыткӑнлаҫҫӗ те.

Музей ӗҫченӗ Валентина Аркадьевна Тихонова Трак енри ал ӑстисемпе калаҫса, кашни япалишӗн яваплӑха хӑй ҫине илсе ҫак курава йӗркелеме пултарнӑ. Экспонатсене пӗлсе вырнаҫтарнӑ вӑл: эстетика тӗлӗшӗнчен те паха, содержани енчен те пуян.

Халӑх ӑсталӑхӗ иксӗлми иккен. Мӗн кӑна ҫук куравра: илемлӗ тӗрӗллӗ хӗрарӑм тата арҫын кӗписем, сурпансем, масмаксем, чӗнтӗрлӗ вырӑн хатӗрӗсем, хура халат, шурӑ шупӑр, кӗрӳ минтерӗ, ҫытар пичӗ, ҫыхнӑ тутӑрсемпе кофтӑсем, ал шӑллисемпе ал тутрисем, … Чӑваш халӑхӗн пурлӑх культури – йӑлтах куҫ умӗнче. Унсӑр пуҫне куравӑн пӗр пайне алӑпа тӗрлесе илемлӗ рамӑсене вырнаҫтарнӑ портретсем, сюжетлӑ ӳкерчӗксем, йывӑҫ-курӑк, чечексем, кайӑк-кӗшӗк йышӑнаҫҫӗ. Вӗсем, йӑлтӑркка вӗтӗ шӑрҫасемпе (бисерпа) тӗрленӗскерсем, тӗлӗнмелле капӑр курӑнаҫҫӗ.

Курава йӗркелеме пулӑшнӑ ал ӑстисем – Трак тӑрӑхӗн пултаруллӑ ӗҫченӗсем. Вӗсем хӑйсен ҫӗлес-тӗрлес ӑсталӑхне пӗр-пӗр кружокра е хӑйсем тӗллӗн туптаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, «Заволжски» клубӗ ҫумӗнчи «Ал ӑсти» («Рукодельница») кружока ҫӳрекенсем курава пурӗ 116 ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсем — Наталья Ефимова, Лариса Артемьева, Светлана Суховетрюк, Елена Тюмерова, Наталья Ильина, Антонина Леонтьева, Ирина Федорова, Надежда Сидорова, Валентина Иванова, Валентина Егорова, Эмилия Васильева, Эльвира Калинина, Надежда Яковлева, Светлана Петрова, Ирина Сергеева, Ольга Романова, Зоя Степанова, Людмила Каршова, Валентина Петрова. Ҫак маттур ӑстасене вӗрентсе хавхалантарса пыраканни вара «Ал ӑсти» кружок ертӳҫи — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Михайлова Жанна Михайловна.

Асаннесен арчинчи тӗрӗллӗ ҫи-пуҫа е харпӑр хӑй тӗрлесе илемлетнӗ япаласене курава тӑратнисем татах та пур. Вӗсем те ӑста маҫтӑрсем – Альбина Лебедева (Красноармейски), Людмила Козлова (Кӗҫӗн Шетмӗ), Ольга Дмитриева (Красноармейски), Раиса Евсеева (Именкасси), Римма Яковлева (Чатукасси), Сира Спиридонова (Крентейкасси), Наталья Лукина (Чатукасси), Галина Ефимова (Еншик Чуллӑ), Лина Александрова (Красноармейски), Надежда Андреева (Красноармейски), Алена Федотова (Красноармейски).

Валентина Аркадьевна курава пынӑ ҫынсене ӑшшӑн кӗтсе илет, экспонатсемпе тӗплӗн паллаштарать. Курав уҫӑлнӑранпа музейра пин ытла ҫын пулса курчӗ. Вӗсем пурте куравпа кӑмӑллӑ, музей ӗҫченӗсене, экспонатсен хуҫисене тав тӑваҫҫӗ, кӑмӑл ҫӗкленӗвне палӑртаҫҫӗ. Ытларах ҫакӑн пек куравсем шкул ачисемшӗн усӑллӑ. Красноармейски шкулӗнче вӗрентекенсемпе вӗренекенсем пурте тенӗ пекех куравпа паллашма пултарчӗҫ. Шкул администрацийӗ музейӑн пуҫарӑвне хапӑлласах йышӑнчӗ, ачасене районти ал ӑстисен ӗҫӗсемпе паллашма майсем туса пачӗ. Трак, Чатукасси, Именкасси шкулӗсенче вӗренекенсем те хаваспах курава ҫитсе курчӗҫ, хӑйсем пӗлекен-паллакан ҫынсен тата тӑванӗсен ӗҫӗсене курса савӑнчӗҫ. Упи, Пикшик тата ытти шкулсенче вӗрентекенсемпе вӗренекенсем те ҫитес кунсенче курава пырса курас кӑмӑллӑ.

Валентина Аркадьевна, шкулта 28 ҫул хушши ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентнӗскер, ачасен кӑмӑл-шухӑшне лайӑх пӗлекенскер, (вӑл – педагог та, воспитатель те, тавра пӗлӳҫӗ те, экскурсовод та) вӗренекенсемпе кӑмӑллӑн калаҫса, уҫӑмлӑн ӑнлантарса, арҫын ачасемпе хӗр ачасен чунӗсене ырӑ шухӑшсемпе пуянлатса, ал ӑстисен пархатарлӑ ӗҫӗсемпе мӑнаҫланса йӗркелесе пычӗ курав ӗҫ-хӗлне.

Куравра шкул ачисем ҫеҫ мар, аслисем те чылайӑн пулса курма ӗлкӗрчӗҫ. Музей директорӗ В. Серафимов тӑрӑшнипе Шупашкарти куҫса ҫӳрекен куравсем те хӑйсен ӗҫӗсемпе паллаштарма май тупрӗҫ Трак ен ҫыннисене.

Ал ӑстисен куравӗ чӳк уйӑхӗн вӗҫӗчченех ӗҫлет. Ҫитсе курма ӗмӗтленекенсене хапӑл тусах йышӑнаҫҫӗ. Тавра курӑма анлӑлатни, чун-чӗрене пуянлатни пуриншӗн те усӑллӑ пулӗ.

Пуҫаруллӑ та ырӑ ӗҫшӗн ЧНКан Трак енри уйрӑмӗн правленийӗ музей ӗҫченӗсене тав тӑвать. Малашне те музей ӗҫӗ-хӗлӗ ӑнса пытӑр, курӑмлӑхпа пуянлансах тӑтӑр.

#чӑваш тӗрри, #ЧНК, #Красноармейски районӗ, #куравсем, #Еншик Чуллӑ, #Крентейкасси, #Чатукасси, #Красноармейски, #Кӗҫӗн Шетмӗ, #чӑвашлах

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://http://chuv-krarm.3dn.ru
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем