Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Етӗрне ентешлӗхӗн уявӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 08.11.2014 09:50 | 1566 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Шупашкарти Трактор тӑвакансен керменӗнче чӳкӗн 6-мӗшӗнче Етӗрне районӗн ентешлӗх кунне уявларӗҫ. Уява йӗркелессине Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗ Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Валерий Клементьев юрӑҫ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗпе хисепленекен ҫамрӑксен театрӗн директорӗ Елена Николаева, спонсорсем тата ытти чылай ҫын тӑрӑшнӑ.

Малтанах Ентешлӗх ертӳҫине, унӑн ҫумне тата канаша суйларӗҫ. Ентешлӗх ертӳҫин тилхепине Чӑваш республикин депутатне Николай Владимирович Малова шанса пачӗҫ. Керменти фойере хӑнасем Етӗрне районӗнче туса кӑларакан тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе, кунти ӑстаҫӑсен ӗҫӗсемпе, сувенирсемпе паллашрӗҫ. Кунтах Етӗрне район хаҫатне ҫырӑнтарассине йӗркеленӗ. Вӑл икӗ чӗлхепе тухса тӑрать, вырӑсла тата чӑвашла, мӗншӗн тесен мӗн ӗлӗкрен Етӗрнере вырӑссем чылайӑн пурӑннӑ: кунта вырӑс ялӗсем те пур. кама мӗнле хаҫат килӗшет «Знамя труда» е «Ӗҫ ялавӗ» — ҫавна ҫырӑнма пултарчӗ.

Уява Людмила Квасовӑпа Константин Москалев уҫрӗҫ, Етӗрне район администраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин пухӑннисене саламланӑ май район пурнӑҫӗнчи ҫӗнӗлӗхсемпе тата малашлӑхри плансемпе паллаштарчӗ, унтан Геннадий Архипова, Валерий Тимофеева, Эдуард Бахмисова, Татьяна Асламаса тата Евгения Королевӑна администрацин Тав ҫырӑвӗпе чысларӗ. Николай Малов хӑйне ентешлӗх председателӗ пулма шаннӑшӑн тав турӗ, пурне те уяв ячӗпе саламласа малашне те ӗҫтешсене тӑван района куллен пулӑшса пыма чӗнсе каларӗ. Уявра районти тӗрлӗ ансамбльсем «Виръял», «Выла», «Пилеш» хутшӑнчӗҫ, аслисемпе танах «Дюймовочка» ача-пӑча ташӑ ушкӑнӗн ӑстисем уява илемлетрӗҫ. Етӗрне районӗнче чылай паллӑ юрӑҫ кун ҫути курнӑ. Валерий Клементьев, Зоя Лисицина, Константин Москалев, Василий Николаев, Валентина Кузнецова, Валентин Михайлов, Алексей Шадриков, студентка Лариса Степанова, Олег Кӑйкӑр тата ыттисем те. Вӗсене халӑх тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илчӗ. Уявра ҫавӑн пекех Петр Садовников, Григорий Федоров, Галина Кузнецова, Евгений Урдюков, Светлана Савельева, Валентина Музыкантова, Леонид Яргейкин артистсем те пухӑннисен чӗрисене савӑнӑҫ парнелерӗҫ.

Етӗрне районӗн ентешлӗх уявне ытти районсен представителӗсем те чылайӑн пухӑннӑ, вӗсем уяв ҫӳллӗ шайра иртнине палӑртса пухӑннисене саламларӗҫ.

Сӑнсем (208)

#чӑвашлӑх, #ентешлӗхсем, #Етӗрне районӗ, #Трактоьр тӑвакансен КК, #культура

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем