Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Правительство ҫуртӗнчи саунӑна Фёдоров вӑхӑтӗнчех тума пуҫланӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 05.11.2014 20:08 | 1248 хут пӑхнӑ
Политика

Юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Правительство ҫуртӗнче бассейнлӑ сауна пурри пирки тӗнче тетелӗнчи МИХсем шавлама пуҫларӗҫ. Ачах ку обществӑра иккӗленӳллӗ шухӑш ҫуратрӗ. Журналистсем тӗрӗслев ирттерме тытӑнчӗҫ. Тӗнче тетелӗнчи хаҫатсем саунӑна тӑвакансен ячӗсене те асӑнма пуҫларӗҫ. Пӗрисем ку шухӑш ЧР Элтеперӗн аппарачӗн пуҫлӑхӗн Александр Ивановӑн пулнине ӗнентерчӗҫ.

«Про Город» хаҫат лару-тӑрӑва уҫӑмлатма тӑрӑшнӑ, хӑйӗн тӗрӗслевне ирттернӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, проекта кам тунине палӑртма халӗ йывӑр. Анчах ӑна пурнӑҫлакана палӑртма пулать-мӗн. Журналистсем Михаил Игнатьевӑн администрацине шӑнкӑравланӑ. Унта ҫапла хуравланӑ: администраци ҫурчӗн перепланировкине, проект тата смета ӗҫӗсене, килӗшӳсене 2002 ҫултанпа пурнӑҫа кӗртме пуҫланӑ.

Документсене тишкерес тӗк килӗшӳ 55 миллион та 660 пин тенкӗлӗхе ларнӑ. Хут ҫине ЧР ҫурт тӑвӑм министрӗ Вадимир Филатов та алӑ пуснӑ. 2005 ҫулта тепӗр килӗшӳ тунӑ. Вӑл — 3 миллион та 213 пин тенкӗлӗх. 2006 ҫулта ӗҫ проектне ЧР ҫурт тӑвӑм министрӗ Александр Гончаров ала пусса ҫирӗплетнӗ. Проект 656 миллион та 679 пин тенкӗлӗх кайса ларнӑ.

«Про Город» журналисчӗсем Правительство ҫуртӗнчи сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекса тума ЧР экс-президенчӗ Николай Федоров вӑхӑтӗнче тума шухӑшланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫапла майпа ку Михаил Игнатьев ӗҫӗ пулманнине ӗнентереҫҫӗ.

#тӳре-шара, #ҫурт-йӗр, #мунчасем, #политика

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/73905
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем