Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Пысӑк Енккасси ял вулавӑшӗнче — Ангелина Павловская ҫыравҫӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 29.09.2014 22:19 | 2939 хут пӑхнӑ
Культура

Ангелина Павловская 4–5 ҫул хушшинче ҫырас ӗҫре питӗ тухӑҫлӑ ӗҫленӗ. Ҫыравҫӑн кашни ҫулах пӗрер кӗнеке пичетрен тухса пынӑ. 2010 ҫулта «Саланнӑ кӗлте», 2011 ҫулта «Сапаскар хӗрӗ» кӗнекисем пичетленсе тухнӑ. Вулакансем 2013 ҫулта «Вӗрене шывӗ те пылак» романӑн 1-мӗш кӗнекипе паллашнӑ. Кӑҫал, 2014 ҫулта, «Вӗрене шывӗ те пылак» романӑн 2 -мӗш кӗнеки кун курнӑ, ӑна вулакансем чӑтӑмсӑр кӗтнӗ. Роман сюжечӗ ҫав тери ҫивӗччӗн явӑнса пырать. Романа амӑшӗсене халалланӑ гимн теме те пулать. Анчах та ҫак хайлавӑн вӗҫӗ пӗтмен иккен. «Ҫак кӗнекери сӑнарсен малаллахи пурнӑҫӗпе кӑсӑкланакансен 3–мӗш кӗнекине ҫырса пӗтерсе пичетрен тухасса ҫулталӑк кӗтме лекет», — тесе пӗлтереҫҫӗ Пысӑк Енккасси ял тӑрӑхӗнче.

Ангелина Павловская Пысӑк Енккасси ял вулавӑшӗнче яланах кӗтнӗ хӑна. Вӑл 10–мӗш класра вӗренекен ачасемпе тӗлпулу ирттернӗ. Хӑйӗн ҫырас ӗҫӗ хӑҫан тата мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен каласа панӑ, ҫӗнӗ кӗнекисемпе паллаштарнӑ. Унтан паянхи ҫамрӑксем мӗнле пурӑнни, мӗнпе интересленни ҫинчен калаҫнӑ. Ҫак темӑна ҫыравҫӑ «Саланнӑ кӗлте» хайлавӗнчи Венера сӑнарӗпе тӗслӗх илсе кӑтартнӑ. Венера ҫӑмӑлттайлӑхӗпе ҫемйине аркатрӗ, хӑйӗн ҫамрӑк пурнӑҫне тӗрмере ирттермелле туса хунӑ. Ачасем тимлӗ итлесе ларса ҫак темӑна сӳтсе явнӑ.

Сӑнсем (5)

#ҫыравҫӑсем, #культура, #Пысӑк Енккасси, #тӗлпулусем, #вулавӑшсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем