Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Персона: Сцена ӑсти 75 ҫул тултарчӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 25.09.2014 20:16 | 1978 хут пӑхнӑ
Персона

Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн художество ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ, тӗрлӗ преми лауреачӗ Валерий Яковлев 75 ҫул тултарчӗ. Вӑл 1939 ҫулта Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Патшалӑхӑн театр искусствин патшалӑх институчӗн актер тата режиссер факультечӗсене вӗренсе пӗтернӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 1961 ҫултанпа актерта, 1967 ҫултанпа режиссер-постановщикра ӗҫлеме тытӑннӑ. 1979–1990 ҫулсенче вӑл тӗп режиссерта, 1990-мӗш ҫултанпа художество ертӳҫинче ӗҫлет.

Валерий Яковлев — Раҫҫей культурин тата ӳнерӗн паллӑ ӗҫченӗ. Вӑл чӑваш театрне профессионализмпа илем енчен тепӗр шая ҫӗкленӗ тата чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине театр илемӗпе пуянлатнӑ. Валерий Яковлев пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ тата пуян.

Унӑн Борис Чиндыков пьесипе лартнӑ «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли» спектаклӗ 1990-мӗш ҫул Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейӗн чи лайӑх спектаклӗсем» фестивальте, 1991-мӗш ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗк халӑхӗсен фестивалӗнче, 1992-мӗш ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри «Федераци-92» фестивальте пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннӑ, Раҫҫейри лайӑх спектакльсен шутне кӗнӗ. Унӑн ытти ӗҫӗсем те тӗрлӗ шайри конкурсра палӑрнӑ. Тӗрӗссипе, пур ӗҫне асӑнса та пӗтереймӗн.

Сцена ӑстин юбилейне ҫитес уйӑхра палӑртмалла.

#юбилейсем, #Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ, #Шӑмӑршӑ районӗ, #академи драма театрӗ, #театрсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем