Р. Власова «Хыпар» хаҫат урлӑ пӗлтернӗ тӑрӑх, Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче пурӑнакансем ҫак кунсенче нимене тухнӑ — ял варринчи ҫавра кӳлӗпе культура ҫурчӗ умне йывӑҫсем лартнӑ. Парка ял пуҫланса кайнӑранпа 145 ҫул ҫитнине тата Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявне халалланӑ. Пӗрремеш йывӑҫа ялти хисеплӗ ватӑ, 80 ҫулти Алексей Дружинин лартнӑ. Лаш Таяпа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Воробьев хыр-чӑрӑш, ҫӑка хунавӗсемпе тивӗҫтернӗ. Арманкасси урамӗнче пурӑнакансем те асфальт ҫул хӗррипе вун-вун тӗм-йывӑҫ лартнӑ. Хунавӗсене Александр Осипов усламҫӑ Патӑрьелӗнчи питомникрен хӑйӗн укҫи-тенкипе кӳрсе килнӗ.