Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Литературӑпа пултарулӑх фестивалӗ малалла пырать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
alex-net 26.04.2009 01:11 | 2206 хут пӑхнӑ

Трак тӑрӑхӗнче чӑвашсен паллӑ поэчӗ Нестер Янкас ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ литературӑпа пултарулӑх фестивалӗн ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ. Акӑ, тин кӑна республикӑри районсем хушшинче иртекен уҫӑ инҫет викторина вӗҫленчӗ. Ӑна Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗ тата методикӑпа информаци центрӗ йӗркеленӗ. Проект авторӗ – Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче чӑваш сӑмахлӑхӗпе культури вӗрентекен Михайлов Виталий Михайлович. Инҫет викторина ыйтӑвӗсем Нестер Янкасӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне туллин тишкерме хистеҫҫӗ. Электрон почтипе пурӗ 248 хурав килчӗ. Республикӑри районсене илес пулсан, ачасем ытларах Красноармейски районӗнчен – 84, Вӑрмар районӗнчен – 22, Елчӗк районӗнчен – 20, Хӗрлӗ Чутай районӗнчен – 16, Вӑрнар районӗнчен – 12, Канаш районӗнчен - 10 хутшӑннӑ. Тулашри чӑвашсем те хастар пулчӗҫ. Сӑмахран, Пушкӑрт Республикичен те ярса пачӗҫ викторина хуравӗсене. Авӑркас районӗнчи Семенкино шкулӗнчен иккӗн хутшӑнма май тупнӑ. Вӗсем - 11 класра вӗренекен Петрова Юлия тата 9 класра вӗренекен Михайлов Максим. Вӗсен вӗрентекенӗ - Цветков Д.А. Маттур вӗсем! Анчах пур ӗҫе те тӗрӗслесе хак пама май килмерӗ. Хӑшӗ-пӗри класне, шкулне, районне палӑртма манса кайнӑ. Теприсем электрон почтин адресне ҫырман. Ҫак сӑлтавсене пула вӗсен ӗҫӗсем конкурса лекеймерӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ паллӑ. Вӑл Красноармейски районӗнчи Упи шкулӗнче 11 класра вӗренекен Никифоров Сергей Сергеевич (унӑн учителӗ – Васильева В.В.). Ӑна I степеньлӗ Дипломпа тата Михайлова З.П. тата Михайлов В.М. кӑларнӑ чӑвашла чи лайӑх сочиненисен 5 томӗпе чыслаҫҫӗ. Малти вырӑнсене йышӑннисене Дипломсемпе паллӑ тӑваҫҫӗ. Хастар хутшӑннисене вара – сертификатсемпе. Вӗсене электрон почтин адресӗпе ярса параҫҫӗ.

Викторина пӗтӗмлетӗвӗпе ҫакӑнта паллашма пулать:

http://mixailov.21426s06.edusite.ru/p1aa1.html

http://mixailov.21426s06.edusite.ru/p40aa1.html

#Канаш районӗ, #Вӑрнар районӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #шкулсем, #Елчӗк районӗ, #Вӑрмар районӗ, #фестивальсем, #Красноармейски районӗ, #Пушкӑрт Республики, #Авӑркас районӗ, #Упи

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем