Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Электронлӑ вулавӑшра Том Сойер темтепӗр курса ҫӳренипе паллашма пулать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.09.2014 16:01 | 2334 хут пӑхнӑ
Культура

Паян шкул ачисем Пӗлӳ кунне паллӑ тунӑран эпир электронлӑ вулавӑша Марк Твенӑн «Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» кӗнекине вырнаҫтартӑмӑр. Чӑвашла ӑна Феодосия Ишетер куҫарнӑ, 1979 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ. Электронлатма «Хавал» пӗрлӗхӗн пайташӗсем пулӑшнӑ.

«Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» хайлава Марк Твен пӗрремеш хут 1876 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ. Унти ӗҫсем АПШ-ри граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче пулса иртеҫҫӗ. Ҫыравҫӑ ӑна ҫитӗннисем валли ҫырнӑ, анчах каярах хайлав ачасен кӑмӑлне кайнӑран вӑл ача-пӑча литератури пулса тӑнӑ. Чӑвашла Том Сойер пирки тепӗр кӗнекене те куҫарнӑ — 1985 ҫулта «Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени» (1884) хайлав Асклиада Соколова куҫарӑвӗпе тухнӑ. Виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӑш кӗнекисене — «Tom Sawyer Abroad» (1894, чӑв. Том Сойер чикӗ леш енче), «Tom Sawyer, Detective» (1896, чӑв. Том Сойер — детектив) — хальлӗхе чӑвашла кӑларман-ха.

«Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» хайлава epub форматпа та уҫласа илме пулать — капла смартфонсенче вулама май пур.

#электронлӑ вулавӑш, #куҫарусем, #литература, #чӑваш чӗлхи, #кӗнекесем, #сайтсем, #epub

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем