Пирӗн республикӑра ют ҫӗршыв ҫыннисене ытларах явӑҫтарӗҫ. Ҫак ыйтӑва паян Миграци ыйтӑвӗпе ӗҫлекен ведомствӑсем хушшинчи ларура сӳтсе явнӑ.
Ют ҫӗршыв ҫыннисем ытларах кирлине кура квотӑна ӳстерме ыйтса пирӗн республика Раҫҫейӗн ӗҫ министерствине ҫырупа тухнӑ иккен.
Кӑҫала квотӑна малтанласа 1345 ҫынлӑх палӑртнӑ пулнӑ-ха. Квота резервӗ пуррине кура иртнӗ уйӑхра Чӑваш Ене 95 ҫынлӑх ӳстерсе панӑ. Ҫапах та ӗҫлекенсем кунпах ҫитмен имӗш, тата тепӗр 126 ҫынлӑх квота ыйтнӑ.
Республикӑн сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Галина Германова канашлура ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫурлан 12-мӗшӗ тӗлне асӑннӑ ведомствӑна пирӗн патри организацисенчен квота виҫине тепӗр 123 ҫынлӑх ӳстерме ыйтнӑ ҫыру ҫитнӗ иккен. Ют ҫӗршыв ҫыннисене общество апатланӑвӗнче тата тирпейлекен производствӑра ытларах чух шыраҫҫӗ иккен. Ыйтса ҫырнисенчен хальлӗхе комисси 45 ют ҫӗршыв ӗҫченӗ валли квота ыйтас шухӑша ырланӑ.