Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Нестер Янкаса халалласа

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий 05.04.2009 11:39 | 3477 хут пӑхнӑ

Трак ен тӑрӑхӗнче Красноармейски районӗнчи Янкас ялӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑвашсен паллӑ поэчӗ Нестер Янкас ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ ӗҫсем вӗҫленмен-ха. Акӑ, хальхи кунсенче республикӑри районсем хушшинче шкул ачисен Интернет урлӑ ирттерекен инҫет викторина пырать. Ӑна йӗркелекенӗ — Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен, Нестер Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗ Виталий Михайлович Михайлов. Паянхи куна 59 хурав килнӗ те ӗнтӗ. Викторина Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вӗҫленет.

Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа 23-мӗшӗччен районти шкулсенче чӑваш чӗлхине чи лайӑх пӗлекен аслӑ класра вӗренекенсем хушшинче "Ҫамрӑк ӑсчах" вӑйӑ-конкурс иртмелле. Вӑл виҫӗ турпа иртет. Пӗрремӗш турӗ шкулсенче иртет, унта шкулти чӑваш чӗлхине чи лайӑх пӗлекен ачана суйласа илеҫҫӗ. Иккӗмӗш турта вара виҫҫӗмӗш тура лекессишӗн тупӑшаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш турӗ ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулать. Вӑл чӑваш чӗлхине чи лайӑх пӗлекен 5 ача хушшинче иртӗ. Ку конкурса та Виталий Михайлович Михайлов учитель йӗркелесе пырать.

Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче пысӑк уяв пулать. Ӑна Чӑваш чӗлхи кунне тата чӑваш чӗлхин вунӑкунлӑхне халалланӑ. Уява пичет ӗҫченӗсем, Нестер Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗсем, "Кӑмӑл" литературӑпа краеведени вӗренӳ пӗрлешӗвӗн членӗсем хутшӑнаҫҫӗ.

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вара чаплӑ лару-тӑрура инҫет викторинӑпа вӑйӑ-конкурса пӗтӗмлетеҫҫӗ.

#Нестор Янкас, #юбилейсем, #Янкас, #Красноармейски, #Красноармейски районӗ, #ӑмӑртусем, #конкурссем

 

Комментари:

ewnik // 3562.60.8958
2009.04.23 07:00
Маттур!
лера // 8338-1924
2012.01.12 13:49
евник эпĕ санпа килĕшетĕп

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем