Пӗтӗмӗшле илсен, республикӑри демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑх енне ылмашӑнса пырать. Чылай районта ку енӗпе мухтанма пултарать.
Акӑ нумаях пулмасть Элӗк район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче кӑҫал ҫуралнӑ 100-мӗш ачана шута илнӗ. Ӑна Алина ят хунӑ. Пепке Тукач ялӗнче пурӑнакан Аннӑпа Алексей Степановсен ҫемйинче кун ҫути курнӑ.
Алина — Степановсен пӗрремӗш ачи. Савӑнӑҫлӑ ҫак уяв ячӗпе мӑшӑра ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ Мария Николаевна саламланӑ, хӗр пӗрчине воспитани парас ӗҫре ӑнӑҫу суннӑ.
Сӑмах май, 2010 ҫулта Элӗк районӗнче 100-мӗш ачана ҫӗртмен 29-мӗшӗнче шута илнӗ, 2011 ҫулта — утӑн 20-мӗшӗнче, 2012 ҫулта — утӑн 26-мӗшӗнче, пӗлтӗр — утӑн 22-мӗшӗнче.