Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Чӑваш Енри 38 спортсмен Олимп вӑййисене хутшӑнма пултарӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 30.07.2014 11:11 | 1982 хут пӑхнӑ
Спорт

2016 ҫулта Бразилири Рио-де-Женейро хулинче ҫуллахи Олимпиада иртӗ. Унта Чӑваш Ени 38 спортсмен — ҫӑмӑл атлетсем, йывӑр атлетсем, ирӗклӗ кӗрешӳҫӗсем, спорт гимнасчӗсем, велосипедистсем — кайма пултарӗҫ.

Республикӑра спортсменсене ҫитес Олимп тата Паралимп вӑййисене хатӗрлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. ЧР спорт министрӗ Сергей Мельников пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе унта хутшӑнма пултаракан спортсменсен списокне Чӑваш Енри 38 ҫын кӗнӗ. Ӑна РФ Спорт министерстви 2013 ҫулхи кӑтартусемпе килӗшӳллӗн ҫирӗплетнӗ.

Лондонра иртнӗ Олипиадӑра пирӗн атлетсем икӗ тӗсре — ҫӑмӑл атлетикӑра тата маунтинбайкра — ҫеҫ тупӑшнӑ-тӑк ҫитессинче спортӑн 5 тӗсне хутшӑнма пултарӗҫ.

Ларура Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ 15 спортсмен 2015 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 30 пин тенкӗ стипенди илме тытӑнӗҫ. Резерври 10 спортсмен вара 15 пин тенкӗ илсе тӑрӗ. Паралип вӑййисене хутшӑнма пултаракансене те стипенди парӗҫ.

#Рио-де-Женейро, #Бразили, #олимп вӑййисем, #ҫӑмӑл атлетика, #спорт, #маунтинбайк, #кӗрешӳ, #йывӑр атлетика

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем