Ҫак вӑхӑтра «Лидерстрой» ТМЯП Сӗнтӗрвӑрринче икӗ нумай хваттерлӗ ҫурта хӑпартать. Пӗрин 3-мӗш хутне хӑпартса ҫитернипе пӗрех, теперинне никӗс валли шӑтӑк алтаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех шыв пӑрӑхӗсене тата ытти инженери тетелӗсене йӗркелеҫҫӗ. Ҫуртсем Ломоносов урамӗ, 8 адреспа вырнаҫнӑ.
Ку ҫуртсене хулари юрӑхсӑра тухнӑ ҫуртсенче пурӑнакан халӑха куҫармалла. Ҫавӑн пекех унта тӑрӑхсем тата ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ ачасем ӑшӑ йӑва тупмалла.
Сӑнсем (11)
Алина // 2772.04.3083
2014.07.29 13:35 | |
Чăваш Ĕнĕ!Питĕ лайах хыпар пулчĕ ку çитĕнсе килнĕ çамрăксемшĕн,тăлăх ачасем валли тăрăшнăшăн...Тавтапуç! |