Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Театр пирӗн пурнӑҫ…

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
kunadina 26.03.2009 16:54 | 2334 хут пӑхнӑ

Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗ пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗнче ҫак куна халалласа пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Хулари театрсем — библиотекӑра хӑнара» пултарулӑх тӗпелӗ иртрӗ. Кил-йыш вулав центрӗн ӗҫченӗсем Татьяна Уразаева ертсе пынипе «Великая магия театра» ятпа пысӑк курав хатӗрлерӗҫ. Ку выставкӑра хулари театрсен пултарулӑхӗпе тата историйӗпе паллашма пулать. Уяв ирттерме палӑртнӑ пӳлӗмре чӑн-чӑн театрти пекех туйӗнчӗ.

Пултарулӑх тӗпелне Чӑваш академи драма театрӗн СССР халӑх артистки Вера Кузьмина уҫрӗ. Вӑл театрӑн историйӗпе тата пултарулӗхӗпе паллаштарчӗ. Борис Чындыков драматург ҫырнӑ «Хура Чӗкеҫ» моноспектаклӗн сыпӑкне вуласа пачӗ. Ку хайлава драматург ятарласа Вера Кузьминан 80 ҫулхи юбилейӗ тӗлне ҫырнӑ. Малалла сӑмах ҫамрӑк артистсене – Валерий Карповпа Надежда Кузьминана – пачӗ вӑл.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем - Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ Василий Павловпа Надежда Садовникова артистка - «Ромеопа Джульетта» спектаклӗн сыпӑкне тӗлӗнмелле илемлӗ выляса пачӗҫ. Куракансем хӑйсене «Ромеопа Джульетта» вӑхӑтне лекнӗ пекех туйрӗҫ.

Николай Кляжев, Ирина Петрова, Петр Ермолаев сатира театрӗн артисчӗсем вара залри халӑха хӑйсен кулӑшла сценисемпе куҫҫуль тухиччен култарчӗҫ. Кулӑш тӗнчине малалла Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчен килнӗ «Дождь» эксперименталлӑ драма театрӗн артисчӗсем — Сергей Соболевпа Ольга Степанова — тӑсрӗҫ.

Оперӑпа балет театрӗн пултарулӑхӗпе те паллашма май килчӗ ку уявра. Театрӑн тӗп режиссера Максим Жучин, солистки Маргарита Финогентова, пианистки Марина Исаева театр пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен туллин каласа пачӗҫ. Хӑйсен репертуарӗнчи романс сыпакӗсене шӑрантарчӗҫ.

Вырӑс драма театрӗн Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Лариса Рудик хӑйӑн ӗҫӗ-хӗлӗнче Вера Кузьминан пултарулӑх ҫӑл-куҫӗнчен вӑй илсе пынине палӑртрӗ. Литература пайӗн пуҫлӑхӗ куракансене ака уйӑхӗн репертуарне валеҫсе пачӗ. Вӗсем куракансем умне литература композицийӗпе тухрӗҫ.

Театр — этем чунне тасатса кӑларакан, ҫӗнӗ ӗмӗт-шухӑш, хавхалану, ҫӗнӗ туйӑм паракан асамлӑ вырӑн. Макӑртать те вӑл этеме, култарать те. Ҫакна туйса илме пултарчӗҫ уява килнӗ куракансем. Вӗсем артистсене темчченех хӑйсенчен уйӑрасшӑн пулмарӗҫ. Алӑ ҫупни артистсем пӳлӗмрен тухса кайичченех илтӗнсе тӑчӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗ

#Вырӑс драма театрӗ, #Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Кил-йыш вулав центрӗ, #Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ, #Чӑваш патшалӑх операпа балет театрӗ, #театрсем, #Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ, #вулавӑшсем, #Чӑваш кулӑш театрӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем