Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Украинӑран аппӑшӗ патне тӑван ялне килнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 25.07.2014 16:17 | 1682 хут пӑхнӑ
Республикӑра Валентина Павловна
Валентина Павловна

Украинӑран Чӑваш Ене килнӗ таркайсем йышланса пыраҫҫӗ. Вӑрмар районӗнчи тикашсем те унти лару-тӑру пирки пӑшӑрханаҫҫӑ: Донецк тата Луканск облаҫӗсенче ҫак ялта ҫуралса ӳснисем те пурӑнаҫҫӗ-ҫке-ха. Вӗсем тӑван тӑрӑха таврӑнма хирӗҫ мар, анчах май ҫук-мӗн. Хӑшӗ-пӗри ҫемйине Раҫҫее ӑсатнӑ-тӑр. Арҫынсем вара ҫапӑҫма юлнӑ.

Нумаях пулмасть Тикаш ялне Валентина Павловна (хушаматне кӑтартма шикленет) тӑван аппӑшӗ патне таврӑннӑ. Вӑл Донецк облаҫӗнчи Горловка хулинче пурӑннӑ.

Валентина Павловна упӑшки (вӑл ҫӗре кӗнӗ ӗнтӗ) тата ачисем ӗмӗрӗпех шахтӑра ӗҫленӗ. Аслӑ мӑнукӗ те шахтӑра тӑрӑшать. Валентина Павловна юлашки вӑхӑтра телевизор пӑхма та пӑрахнӑ, ун шухӑшӗпе унта Кейӳ влаҫӗ халӑха хирӗҫ тӑвакан преступление ҫеҫ курма пулать.

Хӗрарӑм тӑван тӑрӑхӗнче юлашки хут 5 ҫул каялла пулнӑ. Валентина Павловна таркай статусне илесшӗн мар, мӗншӗн тесен Донецк тата Луганск облаҫӗсенче пурнӑҫ йӗркеленессе шанать. Унта — унӑн упӑшкин вилтӑпри.

Валентина Павловна каланӑ тӑрӑх, Горловка хулине ытлах пемеҫҫӗ. Унта химзавод пур. Ӑна аркатсан ҫур Украина наркӑмӑшланма пултарать-мӗн. Вӑл йышра — Киев та, Раҫҫейӗн анӑҫ пайӗ те. Хӗрарӑм вӑрҫӑ хӑвӑртрах пӗтессе кӗтсе пурӑнать.

#таркайсем, #Украина, #Вӑрмар районӗ, #Тикаш, #Донецк облаҫӗ

 

Комментари:

Agabazar // 2094.09.1854
2014.07.25 16:54
Agabazar
Горловка хули сеппартистăсен аллинче. Унта Игорь Безлер ("Бес") текенскер ушкăнĕ хуçаланать. http://ru.wikipedia.org/wiki/Безлер,_Игорь_Николаевич
Agabazar // 2094.09.1854
2014.07.25 17:08
Agabazar

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем