Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Кафесемпе ресторансен 4 проценчӗ кӑна чӑваш апачӗпе сӑйлать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 25.07.2014 09:46 | 1535 хут пӑхнӑ
Хулара Шупашкарти наци кухнисен танлашӑмӗ
Шупашкарти наци кухнисен танлашӑмӗ

2ГИС текен хула справочникӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи чи анлӑ сарӑлнӑ 15 наци кухнисене палӑртнӑ.

Пуринчен ытла Европа кухни тӗл пулать иккен. Ӑна кафесемпе ресторансенчен 38 проценчӗ сӗннине асӑрханӑ. «Европа кухни» тени ресторан пӗр-пӗр ҫӗршывӑн е халӑхӑн апат-ҫимӗҫӗпе специализацилеменнине пӗлтерет иккен-ха. Анлӑ сарӑлнисен шутне ҫавӑн пекех Кавказ, Тухӑҫ тата Вӑтаҫӗр тинӗс кухнисене кӗнӗ. Сӑмах май, вӗсенче те ытти апат-ҫимӗҫ те тӗл пулать.

Наци кухнисене кӑна илес тӗк, Шупашкарта паян вырӑссен тата яппунсен кухнисем ытларах сарӑлнӑ. Пӗрремӗш енӗпе мӗнпур заведенисен чӗрӗк пайӗ специализациленет, иккӗмӗш енӗпе — 14,3 проценчӗ. Вӗсем хыҫҫӑн чӑваш наци кухни пырать. Ӑна хулари кафесемпе ресторансен 4 проценчӗ сӗнет.

2ГИС аналитикӗсем Шупашкарти кафесемпе ресторансенчи вӑтам чек хакне те тишкернӗ. Паян вӑл 530 тенкӗпе танлашать иккен. Кунта салат, пӗрремӗш тата иккӗмӗш апатпа десерт кӗрет. Чи хаклӑ кухня — итальянсен. Вӗсенче вӑтамран 850 тенкӗпе апатланма пулать. Чи йӳнни — грузинсен. Унта 200 тенкӗпех апатланма май килет. Итальянсен кухни тӗп хулари наци кухнисен танлашӑмӗнче (рейтингӗнче) улттӑмӗш вырӑн йышӑнать, грузинсен — вунвиҫҫӗмӗш.

#Шупашкар, #авап-ҫимӗҫ, #кафесем, #танлашӑмсем

 

Комментари:

Migulaj // 1902.46.6840
2014.07.25 13:53
Ку тĕслĕх чăваш апатне Чăваш республикинче ытти халăхсен апачĕсемпе пуянлатни пулмасть-ши?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем